«Паттăр» Ваçук


Николаева Людмила Петровна
Вӑрманпа пырать Ваçук,
Уншӑн нимле чару çук.
Ак шӑтарчӗ хурӑна,
Куççуль тулчӗ сурана.
Амантса вӗренене
Чӗрсе çырчӗ хӑй ятне.
Туратсем çине-çине
Йӗрсе ӳкрӗç çӗр çине.
Чулпа печӗ пакшана,
Канаймарӗ тӑмана,
Йӑва вӗçрӗ çӗрелле –
Тата мӗскер кӗтмелле?
Пурте тарчӗç хӑраса,
Пурте ларчӗç пытанса.
Ваçук вара ахӑрать,
Умра мӗн пур – тустарать.
Ай тур-тур, ай тур-тур-тур,
Чӑн-чӑн «паттӑр» – пыр та кур!
Çак мӑшкӑла кам чӑтать?
Юман чунӗ тӑвӑлать –
Çаклатать вӑл вӗçкӗне,
Çӗклет çӳле – тӳпене.
Хытӑ-хытӑ чӑмӑртать,
Чӑмӑртать те ӑс парать:
«Курман кун пекки хальччен,
Эпир йышлӑ – эс пӗччен.
Пирӗнпе туслашмасан
Хӑвшӑн ху пулан тӑшман.
Вӑрманта эсӗ хӑна,
Асӑнта тытсам çакна:
Кӑткӑ йӑвине ан ват,
Çӗмӗрт чечекне ан тат!
Кӗркунне ырла-ырла
Юратса çийӗн çырла.
Тӗрлӗ-тӗрлӗ кӑмпасем
Тухӗç сан ума хӑйсем.
Кӗсье тулли мӑйӑрпа
Кайӑн тулли кӑмӑлпа...»
Кайран, пит пӗлес килсен,
Ача улшӑнчӗ тӗпрен.
Сирӗн хушӑра, туссем,
Пур-и пуçтах Ваçуксем?

Çак «паттăр» сăвăра çеç юлтăр!
Пур çын вăрман юлташĕ пултăр!