Парне

Николаева Людмила Петровна

Пӗчӗк шӑллӑм сӑпкара

Пӑхкалать йӗри-тавра.

Вӑл ҫуралнӑ виҫӗм кун.

Ятне хутӑмӑр Антун.

Ун тавра - атте-анне,

Тус-тӑван парать парне.

«Пысӑк пул та сывӑ пул,

Макӑрса ан вырт, йӑл кул».

Йăпшӑнса пырать Кампур,

Шӑлӗнче ун шӑмӑ пур.

«Курасчӗ ҫӗн хуҫана,

Ак парне манран ӑна».