Парне

Азамат Светлана Васильевна

Катя паян асламăшне

Курма кайнă хăнана.

Тутлă чейне ĕçнĕ чухне

Сăмахларĕç ак çапла:

 

– Каникула мĕскер туса

Ирттеретĕн, Катенька?

– Пӳрт умĕнчи чечексене

Кашни кунах шăварап,

Шкула кайма вăхăт çитсен

Вĕрентекен учителе

Парнелеме шухăшлап.

Каникулта анкартинче,

Картишĕнче ĕçлерĕм,

Атте-анне савăнать те,

Ывăннине сисмерĕм.

Хитре костюм, портфель, пенал

Илсе пачĕç, ырларĕç,

Çуралнă кун компьютер та

Парнелеме шантарчĕç.

 

– Аслаçупа асаннӳрен

Мĕнле парне кĕтетĕн?

– Кирлĕччĕ «Энциклопеди»,

Пи-итĕ ăслă кĕнеке,

Хакĕ пĕчĕк мар, çавах

Кирлĕ парне – хаклăрах.