Пакша

Галкин Александр Алексеевич
Ваш суллать те хӳрине,
Лӑпчӑтать те хӑлхине,
Вирхӗнет кӑна пакша
Чӑрӑш урлӑ – сывлӑша!
Вӗлт! тӑвать – çухалать,
Вӗлт! тӑвать – тупӑнать…
Пирӗнпе пытанмалла
Вӑл вылясшӑн пулмалла?!