Пахчара

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Калăн, ешĕл милĕк
Ӳснĕ çăп-çăра,
Кишĕрĕ çимелĕх
Пулнă-ши вара?..


Çĕр çырли тăртаннă.
Шăрăх кун. Уяр.
Сулхăна пытаннă
Самăркка хăяр.


Хăналать тем тĕрлĕ
Çимĕçпе йăран.
Ларт, ӳстер мĕн кирлĕ,
Ху ан пул мăран.