ПАХЧАРА

Галкин Александр Алексеевич

Сад пахчи пуян халь пирĕн:

Тĕлĕнен кĕрсе курсан.

Ахаль мар унта каç-ирĕн

Тĕрмешетпĕр вăй хурса?

 

Пур чие те, хурлăхан та,

Пур кунтах тата пăрçа.

Хăмăш пек ларать сухан та –

Илĕртсе тăрать куçа.

 

Тем чухлех улмуççисем те,

Улмисем те шăкăрах.

Кĕркунне çитсен, пурне те

Пуçтаратпăр хамăрах.