ПĔТРĔ МĂЙĂР ПУЛАССИ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Уçланкăра шав кăна –
Унта Антун ашкăнать,
Шутламасть мĕн тунине,
Хуçать шĕшкĕ туратне.

Куртăмăр сана, ан тун,
Начар ача эс, Антун.
Сан пек çыннăн çук усси. –
Пĕтрĕ мăйăр пуласси.