Пӑши

Кадкин Лев Кириллович

Вăрманти çырла тĕлне
Асанне аван пĕлет.
Карçинкка йăтса утатпăр,
Чăтлăха çитсе тухатпăр.
Чим, мĕскер ку? Ан васка.
Турат мар-мĕн – мăйрака.
Çывăхрах пăши куратпăр,
Шиклĕн чарăнса тăратпăр.
Вăл пиртен хăрать-и тен,
Тем ăспа çӳрет этем?
Маншăн çулçă пур таçта та,
Ял ачи çырла пуçтартăр
Тенĕнех пăши хускалчĕ,
Чăтлăха кĕрсе çухалчĕ.