ПӐШАТАН ХӲРЕ

Инкубаторский
Кадкин Лев Кириллович

Ирпе ыйхаран вӑраннӑ шӑшие сивĕ çӳçентернĕ пек пулчĕ. Мĕн тейĕн, кĕрĕкĕ кивелчĕ, ӑшӑ тытаймасть текех. Çапах та ӑшӑнас килет. Анчах шӑшисен кӑмаки çук-çке-ха. Шӑши вӑл хӑй ӑшшипе пурӑнать. Тупса çиет те тырӑ - акӑ çитрĕ те ӑшӑ. Пӑхкаларĕ хайхискер кĕлетĕнче – ним те тупӑнмарĕ. Мĕн тумалла? Ирĕксĕрех çула тухмалла. Шӑтӑкĕнчен пуçне кӑларса пӑхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: пĕтĕм тавра шап-шурӑ, çутӑ куçа йӑмӑхтарать. «Ак мĕн çӳçентернĕ иçккен манна, - шухӑшларĕ шӑши. - Хĕл ларасшӑн-тӑр, сивĕ çитрĕ курӑнать. Мĕнле пурӑнмалла-ши ку кĕркпе?» Сивви те сивĕ, хырӑмĕ те хыр тӑррине кайнӑ. Ним тума та çук, тухмах тивет шӑтӑкран.

Вите умĕнчех ĕне тӑрать - улӑм кавлет. Улӑм кавлет. Улӑм тенĕрен, ун айĕнче яланах тутлӑ тырӑ пĕрчи тупма пулать! Шӑши никам сисиччен çавӑнта чӑмма шутларĕ. Енчен енне пӑхкаларĕ, хӑрушлӑх çук-ши тесе хӑлхине тӑратса итлерĕ, - мĕн тӑван, асӑрханмасан хӑвӑнтан ирхи апат тӑваççĕ. Чиперех пек-ха. Сас-чĕв илтĕнмест. Пире тытас шухӑшлисем хальлĕхе выранман пулас-ха. Эппин, шур юр  

Çийĕн кил хушши урлӑ каçма юрать.

Çав вӑхӑтра пӳртрен кил хуçи арӑмĕ сĕт витрипе тухатчĕ. Ĕне сума. Ун хыççӑнах -кушак. Паçӑртан-пах алӑк уçӑласса кĕтсе ларнӑ-мĕн вӑл. Юр çинче шӑши йĕррине курнӑ-курманах хыçалтан тапса çикрĕ.

«Ну, пӑшатан хӳре, - шутларĕ кушак, - хальхинче сана ярса тытатӑпах.

Ӳплинче выртакан Барбос çав самантра чĕтресе вӑранса кайрĕ. Хамхамсем мӑрмӑрсемпе туслӑ марине пурте пĕлеççĕ. Хальхинче те йытӑ кушака асӑрхарĕ кӑна - шӑлне хӑйрасах ун хыççӑн вĕçтерчĕ. Кушакки Барбосран хӑранипе чӑкӑл-чӑкӑл юпа çине хӑпарса кайрĕ.

«Ых, хурах, - тарӑхса хӑрлатрĕ кушак, - эс çула пӳлмен пулсан çаклататтӑмах пӑшатан хӳрене». Чӑн та, кӳренмелле, анчах ним тума та çук. Ларать халь вӑл юпа тӑрринче аялалла пӑхса. «Эх, усал йытӑ, - тет пулĕ хӑй ӑшĕнче, - сана пулах ирхи апат тӑваймарӑм». Барбос хӑй те хĕрлемес чупкӑна тытайманнишĕн тарӑхать. Пĕрре тӑн кĕртесшĕччĕ ярса илсе, анчах мĕнле çитейĕн, ав епле çӳлте ларать вӑл, чеескер.

Ним тума пĕлмен енне пĕр канна юпа тавралла сиккелерĕ, çиллессĕн хамлатса илчĕ. Унтан юпа çумне ларчĕ, çӳлелле пӑхса илчĕ те çапла тĕв турĕ: «Пур-пĕрех лекетĕн эс манн алла, ниçта та тарса хӑтӑлаймастӑн. Сана унта ларса йӑлӑхтариччен те çакӑнтан хӑпмастӑп».

Хуçа арӑмĕ йытӑпа кушакӑн ĕмĕрхи вӑййине асӑрхарĕ те йӑл кулса илчĕ, васкасах витенелле утрĕ. Унӑн хӑйĕн ĕçĕсем. Утнӑçемĕн шӑши йĕррине те таптаса кайрĕ вӑл ав. Витен тытӑнкӑсӑр алӑкне яри уçса хыттӑн хупнӑ чух йыттин ирĕксĕрех тепĕр çĕре куçма тиврĕ. Кушакки çав самантпа усӑ курса аяла сикрĕ те тӳрех çенĕке чӑмрĕ. Барбос ун хыççӑн вирхĕнчĕ, анчах каллех тытма ĕлкĕреймерĕ.

«Хӑр-р-р», - тесе кӳренчĕклĕн тулхӑрса илчĕ те ӳплинелле уттарчĕ йытӑ.

Акӑ пӳртрен кил хуçи тухрĕ, хĕл ир ларнинчен тĕлĕнчĕ. Юра шӑлса пуçтарас тесе аллине шӑпӑр тытнӑ май Барбосран ыйтрĕ: «Ну, пĕлтерсем, хуралçӑ, çĕн юр çийĕн кам пĕрремĕш йĕр хыврĕ?»

Барбос хӳрине вылятрĕ, хуçа умĕнче хаваслӑн сиккеленĕ май вĕрсе илчĕ: «Хам-хам!» Ку ĕнтĕ йытӑ чĕлхипе: «Эпĕ, хуçам», - тени пулчĕ.

Йӑлт итлесе ларакан кушака Барбос калани килĕшмерĕ. Ҫавӑнпа çенĕк алӑкĕн хушӑкĕнчен вӑл та сасӑ пачĕ: «Мяук, мяук…» Ку ĕнтĕ: «Суять вӑл. Эпĕ пултӑм юр çинче пĕрремĕш йĕр хываканĕ», - тенине пĕлтерчĕ.

Шӑши, тырӑ çисе тӑранма ĕлкĕрнĕскер, мĕн пулса иртнине хӑй шӑтӑкĕнчен пӑхса ларатчĕ. Вӑл йытӑпа кушак хуçа умĕнче ӑмӑртмаллах мухтаннине илтрĕ, анчах шарламарĕ. «Шарламанни аванрах-тӑр, - шухӑшларĕ вӑл. - Çĕнĕ юра тĕрĕ тĕрленĕ пек йĕрлекенни эпĕ пулнине пĕлсен те хуçа манна ырламĕ. Вĕсем манна шута хуманни кӳрентерет палах, анчах шӑпи çапла куçа курӑнмасӑр пурӑнмалла тунӑ та - çырлахмах тивет ĕнтĕ».