ПĂРТТА АЧИПЧИ

Иванов Константин Васильевич

Кашкăрсем

 

Пирĕн ратне ашшĕ Кашкăр пулнă. Вăл тĕне кĕмен чăваш. Унăн икĕ ывăл юлни паллă: пĕри Кашкăр Иванĕ, тепри Кашкăр Куçми. Иван[н]ин йăхĕнчен юлнисене «Пăртта ачипчи» теççĕ. Куçминне — «Куçма ачипчи».

Кашкăр хăй ăçтан килнине те пит аванах пĕлекен çук. Ваттисем Пелепейрен, вырăссем килсе тулсан, са-ланнă теççĕ. Ĕлĕк пирĕн ял вырăнĕнче вăрман анчах пулнă, унта кашкăрсем пит нумай çÿренĕ. Пирĕн асат-те те хамăр ял тĕлти вăрмана килсе ларнă та кашкăр тытса пурăннă. Çавăнпа ăна Кашкăр тенĕ, теççĕ.

Кашкăр хăй мĕнле вилни те паллă мар. Ун ывăлĕ Куçминчен юлнă йăх Пăрттасем пекех нумай, усал, çмил мар. Мĕншĕн вăл апла? Кашкăр Иванĕн арăмĕ Пăртта пулнă. Пăртта пек хастар арăм ялта пулман. Пĕтĕм яла вăл хăй аллинче тытнă. Пурте ун умĕнче чĕтресе тăнă. Хуть кама та кастарас тесен кастарнă, кастармасан илсе кĕрсе ĕçтерет-çитерет те кăларать те ярать. Унăн пилĕк ывăл пулнă: Ванюшке, Стапан, Симун, Пĕрчче, Хветут. Юлашки ыв[ăлĕ] Хветучĕ тимĕрçĕрен пулнăскер!.. Хве-тут Вăрăм Ухтерене сăра ĕçме чĕнме каят[ь]: «Пăртта патне пăртлаттарса, Ванюшке патне вашлаттарса, Си-мун патне сиктерсе».

Вăрăм Ухтерен1 калат[ь]: — Ачам-ача-а-ам! Эсĕ тимĕр-çĕ ывăлĕ иккен!

Пăртта ывăлĕсене те питех ирĕк паман. Çилли кил-

сен çаптарнă, çилĕ çук чух тем те пĕр илсе çитернĕ, ачашланă. Çапла пулнă вăл Пăртта карчăк. Çавăнпа унăн йăхĕ те çавăн пекех пулнă: хастар, çмил, усал, ырă.

Манăн тÿрĕ асаттесем ак çаксем: Кашкăртан — Кашкăр Иванĕ. Кашк[ăр] Ив[анĕнчен] — Симун, Симунтан — Никулай писĕр, Никулай писĕртен — Ваç-инка пуян, Ваçинкаран — эпĕ, Кĕçтук.

Тепĕр паллă: Кашкăр Ив[анĕн] ывăлин Ванюшкен ывăлĕ Никандр пулнă. Вăл халь те пурăнат[ь]. Вăл — эрех çăварĕ. Нумай та пулмасть-ха ак вăл хăйне фото-графияра ÿкерттернĕ: хăй ларать, çумĕнче кулаç, аллин-че эрехлĕ кĕленче. Çапла çын Пăртта асаннен ачипчи. Кашкăр ратни халĕ çур яла яхăн пур. Унтан кĕçĕнрех ратне ялта — «Хураç».

 

Пăртта карчăк

 

Хĕлле Ванюшкене салтака каймалла пулнă. Салтака пама Ĕпхĕве каймалла пулнă. Ванюшкене ăсатма аш-шĕпе амăшĕ кайнă. Ванюшке ун чух 18 çулта пулнă. Ун, шухскерĕн, салтака каясси килмен пит. Ун чух ахаль те вăрçă пуçланат[ь] тие пуçланă. Вăрçă хăрушă япала.

Кĕсем Ĕпхÿве çитнĕ те пĕр хăна килне кĕнĕ. Хăна килĕ вырăссем — пĕлĕшсем пулнă. Пăхăнсан, Ванюш-кене чĕнчĕç. Ку пĕлĕшсем Пăрттана Ванюшкешĕн ашшĕ кайтăр тее пуçланă. Пăртта Ивана ярасшăн мар: ватă вăл, вăйĕ çук, килте ман ывăлсем тата та нумай-ха. Ван[юш]кесĕр пуçне те тенĕ. Ыран каяс тенĕ чухне хайхи пĕлĕшсем Ванюшкене кантăр çурăмĕсем айне пы-тарнă та хунă. Тепĕр кун шыраççĕ-шыраççĕ, В[анюшке] — çук! Вара Пăртта старик[к]ине панă та янă. Ашшĕне илсе кайсан, Ванюшке тухнă кантăр айĕнчен. Киле таврăннă чух Пăртга хĕне-хĕне таврăннă ăна: «Эс пĕтертĕн аçăна, эс пĕтертĕн, ак сана, ак сана!» Иван старике вăрçах илсе кайнă. Вăл вара, вăйсăрскер, çул çинчех пĕтнĕ. Ванюшкине савăнăç!

Çапла пулнă пирĕн Пăртга асанне. Халь те пулсан Пăртта ачипчисем вăййа тухсан парăн-парăн сикнĕ чух: «Пăртта патне пăртлаттарса, Ванюшке патне вашлат-тарса, Симун патне сиктерсе» тесе такмакласа сикеççĕ.