Пĕрремĕш юр

Гордеева Светлана Денисовна

Юр çĕр каçипех вĕçтерчĕ

Мамăк евĕр ярăнса,

Хĕл çитни çинчен систерчĕ

Парăс евĕр хупласа.

 

Ир-ирех кушак вăранчĕ,

Пăхрĕ те чӳречерен

Карăнса тăма вăтанчĕ

Тĕлĕнсе чун-чĕререн.

 

Кам капла тума пултарнă?

Тĕлĕнтермĕш! Ах тĕнче!

Тахăшĕ тăкса тултарнă

Шур хăйма кил картинче.

 

Чĕлхине кушак çуларĕ,

Чупса тухрĕ урама,

Сăмсине юр кăтăкларĕ –

Ĕмĕт кайрĕ харама.

 

Силленсе çилленнĕн пулчĕ:

Тутлă мар-мĕн, ай тур-тур!

Кӳршĕсен кушакĕ кулчĕ:

– Хăйма мар çав ку, шур юр.