Пĕрремĕш сыпăк

Юхма Михаил Николаевич

 

Пӳрнеске ăçта пурăнать? Мăкăнпи ятлă пĕчĕк хĕре тĕл пулни.

Пӳрнеске патпне Мăкăнпи пурăнма куçатъ.

 

Ку вăл, ачасем, Атăл ятлă аслă шыв хĕрринче пулса иртнĕ. Атăл шывĕ калама çук сарлака. Пĕр çырантан тепĕр çыранĕ кăшт çеç курăнать. Атăл тăрăхĕнче вара, хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, мĕн авалран çапла тĕлĕнмелле ĕçсем пулса иртеççĕ.

Аслă Атăл варринче пĕчĕк утрав пур. Çак утрав йĕри-тавра питĕ ăшăх. Çавăнпа кунта ни пăрахутсем ишсе килеймеççĕ, ни пулăçсем пул тытма çӳреймеççĕ. Утрав çинче пĕрре пăхма никам та пурăнмасть тейĕн çав, питĕ шăп кунта.

Чим! Такам пур мар-и кунта? Çапла, çак утрав çинче Пӳрнеске ятлă пĕчĕк пукане пурăнать. Мĕншĕн Пӳрнеске тесе чĕнеççĕ тетĕр-и? И-и, чухлас пулать ĕнтĕ, ара, çак пукане чăннипех те пуç пӳрне пысăкăш çеç. Çавăнпа ячĕ те Пӳрнеске ĕнтĕ унăн. Тепĕр чухне эсир, ачасем, ун умĕпех ăна курмасăрах иртсе кайма пултаратăр, ара, пуç пӳрне пысăкăшскере ăна асăрхасси те çăмăл мар.

Пӳрнеске кунта пĕр-пĕччен пурăнать. Вăл йывăç-курăкпа питĕ туслă, ирсерен сывлăм шывĕ ĕçет, кăнтăрла вара апат-çимĕç хатĕрлеме утрав варринелле тухса каять. Унăн кунта хăйĕн тĕнчи, хăйĕн сунар кайăкĕсем, хăйĕн выльăх-чĕрлĕхĕ. Кăткăсем ăна хăйĕн сĕтне параççĕ, чавкапуç чечекĕнчен вăл пыл пухать, премĕк курăкне вара çăкăр вырăнне çиме пултарать. Çапла çул çӳресе таврăнать те Пӳрнеске хĕвел ансан пӳртне кĕрет. Çывăрма выртать. Чӳречисене те, алăкне те вăл нихăçан та питĕрмест, мĕншĕн тесен унăн пӳрчĕ умĕнче çĕрĕпех шăрчăксем сĕрме купăс калаççĕ.

Пӳрнескене ыйхăран шăнкăрав чечекĕсем шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатса вăратаççĕ.

«Пăхма мĕнлерех вара вăл Пӳрнеске?» – тетĕр-и?

Пăхма вăл, ачасем, пирĕн пекех. Çавра питлĕ, каçăр сăмсаллă, хура куç харшиллĕ. Куçĕ хăйĕн хăмăр та самаях хăнчăр. Ара, пукане куçĕ çапла пулмалла та. Пурне те курмалла та-ха унăн, атту пĕри-пĕри ăна тепĕр чухне таптаса та кайма пултарать... Çамки хайхискерĕн пысăк. Ара, ырă пуканесен çамки пысăк пулмалла ĕнтĕ, мĕншĕн тесен унăн нумай шухăшламалла, инкеке лекнĕ кашни чĕрĕ чуна епле пулăшассине пĕлмелле. Хăлхи те Пӳрнескен пысăк. Ара, тав-рара пулса иртнине йăлтах илтмелле ĕнтĕ. Питçăмартийĕ вара пиçсе çитнĕ улма пек. Тути хулăн. Пуçне вăл шĕвĕр вĕçлĕ калпак тăхăннă. Калпакне унăнне юман хуппинчен Каюра тусĕ çĕлесе панă. Калпакĕ çине вăл яланах чавкапуç курăкĕ тăрăнтарса лартать, вара пĕр-пĕр авалхи çар пуçĕ пекех туйăнать. Унăн калпакĕ çинчи чавкапуç курăкĕ çине час-часах ывăннă пыл хурчĕсем вĕçе-вĕçе пыраççĕ, унта ларса канаççĕ, нектарне пухса апат тăваççĕ те малалла пыл пуçтарма вĕçсе каяççĕ...

Пӳрнескен халачĕ те питĕ хитре, шап-шурă. Тĕррине, тĕррине пăхăр-ха, ачасем, − епле хитре тĕрĕ пур ун халачĕн аркинче! Халата ăна лĕпĕшсем тĕрлесе панă. Эсир пĕлетĕр пуль ĕнтĕ, лĕпĕшсем ку утрав çинче чи ăста художниксем шутланаççĕ. Вĕсем епле художник пулса кайнине пĕлес тетĕр-и тата? Ăна та калам, эппин. Тахçан ĕлĕк лĕпĕшсем пурте пĕр тĕслĕ, шап-шурă пулнă. Пĕррехинче çапла лĕпĕш чĕппи хăй амăшне паллайман та, ара, пурте пĕр тĕслĕ те-ха вĕсем, паллайман та ют çĕре лекнĕ. Кунта икĕ лĕпĕш пурăннă, вĕсен ачи-пăчи пулман. Вĕсем вара хăйсем патне çапла лĕпĕш чĕппи лекнĕшĕн савăнсах кайнă, ăна усрава илес тенĕ. Çакăн çинчен, чĕппи аташса кайса урăххисем патне лекни çинчен, амăшĕ пĕлнĕ те часрах унта вĕçсе пынă. Анчах лешсем чĕппине парасшăн мар, пирĕн пата вăл хăй килсе лекрĕ, тенĕ. Лĕпĕш амăшĕ чĕппине часрах тăван килне илсе каясшăн пулнă. Хайхи хирĕçӳ тухса кайнă. Пĕчĕк лĕпĕшĕ те, паллах, тăван килне туртăннă ĕнтĕ.

Анне, аннеçĕм! − тесе кăшкăрнă вăл вĕçĕмсĕр. Амăшĕ, паллах, ăна хăйпе илсе кайнă ĕнтĕ.

Çавăнтан пуçласа вара, чĕпписем хăйсен амăшне часрах палласа илмелле пултăр тесе, кашни лĕпĕш çунаттисене хăй евĕрлĕ сăрлама тытăннă. Акă мĕншĕн тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕ тĕрĕллĕ лĕпĕшсем пур ĕнтĕ çĕр çинче. Акă мĕншĕн лĕпĕшсем ăста художник пулса тăнă ĕнтĕ...

Пӳрнеске халачĕ çийĕнчен пилĕкне вăрăм, илемлĕ пиççихине çыхнă. Пиççихийĕ те унăн хайне евĕрлĕ, ăна вăл çӳçе курăкĕнчен явса тунă. Кун пек хитре те вăрăм çӳçе курăк çак утрав çинче кăна ӳсет.

Урине пукане хĕрлĕ атă тăхăннă. Атти те унăн ытарма çук чипер, кунчисене шурă йĕрсемпе те çаврашкасемпе илемлетнĕ. Ку та лĕпĕшсен ĕçех. Çапла пĕр лĕпĕшĕ унăн халатне илемлетнĕ чухне астумасăр сăррине тăкса янă. Сăррине утравăн тепĕр енчен шăрчăксем пĕчĕк урапапа тин çеç турттарса килнĕ пулнă. Темиçе пĕрчĕ сăрă Пӳрнескен атти çине те ӳкнĕ. Лĕпĕш çакна курнă та вара унăн аттине тĕ сăрлас тенĕ, шурă йĕрсемпе те çаврашкасемпе илемлетме тытăннă.

Чим, эпĕ сире тата чи кирли çинчен калама маннă-çке. Пӳрнескен тата хĕç, чăн-чăн хĕç пур. Ана вăл яланах хăй çумĕнче çакса çӳрет. Хĕçĕн аврине ылтăнпа, йĕннине кĕмĕлпе илемлетнĕ. Ылтăнĕ-кĕмĕлĕ вара хĕвел çинче ытарайми çиçсе ялкăшать. Çав ырă кăмăллă пĕчĕк пуканене хĕç мĕн тума кирлĕ тесе ан шухăшлăр. Ырă кăмăллă пулнă пиркиех хĕçĕ кирлĕ те ĕнтĕ ăна, ара, унăн мĕн чухлĕ пĕчĕк чĕрĕ чуна усал-тĕселтен сыхлама лекет... Хĕçĕ пурри пиркиех ĕнтĕ Пӳрнеске яланах пур усал-тĕселе те хирĕç тăма, кашни мĕскĕн чĕрĕ чуна кирлĕ чухне пулăшма пултарать. Акă мĕнле пукане вăл çав аслă Атăл варринчи пĕчĕк утрав çинче пурнакан Пӳрнеске.

Халĕ ĕнтĕ эпир, ачасем, Пӳрнеске мĕнле кăмăллине, мĕнле тумлине, мĕнле сăнлине пĕлтĕмĕр. Халь ĕнтĕ эпир ăна кирек ăçта курсассăн та палласа илме пултаратпăр. Çапла-и?

Пĕррехинче Пӳрнеске ирхине ирех, шăнкăрав курăкĕсем шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатма тытăнсанах, вăранчĕ те лайăх çавăнса тумланнă хыççăн пахчине тухрĕ. Сасартăк вăл чӳрече умĕнче халиччен курман чечеке асăрхарĕ. Чечекĕ пысăк... Тĕлĕннипе Пӳрнеске чечеке унтан та пăхрĕ, кунтан та пăхрĕ. Сасартăк:

Аван-и, Пӳрнеске! − тени илтĕнчĕ.

Кам ку? − тĕлĕнчĕ Пӳрнеске. − Ара, никам та çук-çке кунта. −  Пӳрнеске  тĕлĕннипе  хăлхисене сиккелентерсе илчĕ. Йăли çапла унăн. − Чим, сасă çакăнтан илтĕнчĕ мар-и? Ак япала! Епле тĕлĕнмелле чечек. Ку, тем, ахальтен капла мар. Кунта такам çук пулĕ те. Чим, сăнасах пăхам-ха... − Пӳрнеске чечек ăшне пăхас терĕ çеç, лешĕ çӳлелле, çӳлелле ӳсме тытăнчĕ.

Эй, тĕлĕнтермĕш! − терĕ те Пӳрнеске нимĕн тума пĕлеймесĕр шухăша кайрĕ.

Çав хушăра каллех сасă илтĕнчĕ.

Аван-и, Пӳрнеске! Эпĕ ку. Эпĕ, пĕчĕк херача. Мана Мăкăнпи тесе чĕнеççĕ. Ку чечек − манăн çуртăм.

Эпĕ вара − пĕчĕк пукане, − тесе хуравларĕ Пӳрнеске. Унтан чăтаймарĕ, хуллен çапла ыйтрĕ: Итле-ха, эсĕ мĕнле лекнĕ унта?

Эпĕ кунта çуралнă, − кăмăллăн хуравларĕ пĕчĕк хĕр, унăн сасси пуканене хитре юрă пекех илтĕнчĕ.

Ку мĕнле чечек пулчĕ вара? Тем, паллаймарăм ăна. Кун пек чечек утрав çинче халиччен ӳсместчĕ мар-и?  терĕ Пӳрнеске хĕрача çинчен тĕплĕнрех пĕлес шутпа.

Ку чечеке мăкăнь теççĕ. Мана çавăнпа, çак чечек ăшĕнче çуралнипе ĕнтĕ, Мăкăнпи теççĕ, - ăнлайтарса пачĕ пĕчĕк хĕрача кăмăллă сассипех.

Мăкăнпи, − терĕ Пӳрнеске, − ан ман пата. Атя пĕрле выльăпăр.

Хăвпа пĕрле выляттарас тетĕн пулсан, санăн мана сывлăх сунмалла, вара хăв патна тухма ыйтмалла. Ун чухне тин ман çурт аялалла анĕ.

Сывлăх сунатăп, Мăкăнпи, − терĕ Пӳрнеске савăнса кайсах. − Тух ман пата.

Çакăн хыççăнах чечек аялалла анса-анса пыра пуçларĕ, акă, çĕр патнех çитрĕ. Хайхи мăкăнь çеçки уçăлса кайрĕ те унтан пĕчĕк хĕрача сиксе тухрĕ. Вăл хĕрлĕпе сарă çипрен тĕртнĕ пусмаран çĕлетсе тунă икĕ аркăллă кĕпепе, хăйĕн çивĕчĕ вăрăм, пуçĕнче хĕрлĕ тутăр. Пичĕ-куçĕ вара ытарма çук хитре.

Пӳрнеске хĕрача патне чупса пычĕ те ăна ачашшăн сылтăм аллинчен тытрĕ. Вара иккĕшĕ ташлама, сиккелеме тытăнчĕç. Вĕсем савăннине шăрчăксем курчĕç те тӳрех хăйсен сĕрме купăсĕсене калама тытăнчĕç. Мăкăнпипе Пӳрнеске вара кĕвĕ май ташларĕç те ташларĕç.

Вылянă-ташланă май вĕсем хăйсене валли юрă та шутласа тупрĕç:

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет те,

Шăнкăрч чĕппи шыв еçет.

Ян-ян каять, сас каять те,

Ян-ян каять, сас каять.

Пирен маттур сасă ку та,

Пирĕн маттур саса ку.

Пӳрнескепе Мăкăнпи те,

Пӳрнескепе Мăкăнпи

Иккĕш вăиă выляççĕ те,

Иккĕш вăйă выляççĕ...

 

Юррине юрласа пĕтерсен вара Мăкăнпи:

Ай, юлташ пулсан, выляма та мĕн тери лайăх! - терĕ.

Эпĕ те пĕччен пурăнса йăлăхса çитрĕм, − хăй шухăшне каламасăр чăтаймарĕ Пӳрнеске.

Вĕсем иккĕшĕ те выляма чарăнчĕç.

Канар-ха кăштах, - терĕ хĕрача.

Канар, эппин. Каннă май кăштах калаçăпăр та. Кала-ха, Мăкăнпи, чечек ăшĕнче пурăнаканскер, эсĕ йывăç-курăка питĕ юрататăн пулĕ?

Юратмасăр! Мĕн тери хитре йывăç-курăк ӳсет те, ара. çĕр çинче. Эсĕ те йывăç-курăка юрататăн-и?

Эпĕ те юрататăп.  Çавăнпа çак утрав çинче пурăнатăп та ĕнтĕ. Итле-ха, Мăкăнпи, атя ман пӳрте кайса курар.

Атя. Анчах та каялла килнĕ чухне аташса каймăп-ши эпĕ?

Çук, эпĕ сана ăсатсах ярăп. Кунти кашни тĕмескене лайăх пĕлетĕп эпĕ.

Апла атя, кайăпăр.

Пӳрнеске Мăкăнпие аллинчен çавăтрĕ те хăй пӳрчĕ патне илсе кайрĕ. Вĕсем пӳрте шалах кĕчĕç.

Ай, мĕн тери хитре çурт! − савăнса кайрĕ Мăкăнпи Пӳрнеске пӳртне курсан. – Мĕн тери пысăк! Пурăнма та ирĕк кунта.

Пĕчĕк хĕр аллине çупса илчĕ те çил кăларса ташлама тытăнчĕ. Унăн кĕпи арки çиле пула кăшт çĕкленчĕ те чутах ăна çӳлелле вĕçтерсе каймарĕ. Юрать Пӳрнеске хĕрачана аллинчен тытса ĕлкĕрчĕ.

Ой, тавтапуçах, Пӳрнеске. Эсĕ питĕ ырă кăмăллă, чăн-чăн тус, – тав турĕ ăна Мăкăнпи.

Пӳрнеске хăйне мухтанипе вăтанса кайрĕ те ним сăмах чĕнме те пĕлмерĕ.

Ман пӳртре, чечек ăшĕнче, тăвăртарах çав кăштах.

Апла ман пата пурăнма юл, Мăкăнпи. Пире кунта иксĕмĕре те питĕ лайăх пулĕ. Ман пӳртĕм аслă.

Хаваспах юлатăп, Пӳрнеске.

Юл, юл, Мăкăнпи. Эпир иксĕмĕр питĕ килĕштерсе пурăнăпăр. Юрать-и? Ирсерен эпĕ тăрса тумланăп та хамăра валли çимешкĕн пыл пуçтарăп.

Эпĕ вара киле юлăп та сана кĕтĕп. Юрать-и? Эсĕ килессе кĕтсе юрла-юрла пӳрт-çурт ăшчиккине илемлĕ чечексемпе хитрелетĕп, кантăксене шăлса кайăп. Çапла кун хыççăн кун иртĕ, эпир иксĕмĕр калама çук телейлĕ пулăпăр.

Мăкăнпи Пӳрнескене аллинчен тытрĕ те юрласа ячĕ:

Шăнкар-шăнкар шыв юхать те,

Шăнкар-шăнкăр шыв юхать.

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет те,

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет...

 

Иккĕмĕш сыпăк

 

Мăкăнпипе Пӳрнеске инкеке лекнĕ Лĕпĕше çăлаççĕ. Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр тени тĕрссси палăратъ. Тискер эрешменпе çапăçни.

 

Пĕррехинче Мăкăнпипе Пӳрнеске пӳртĕнчен тухрĕç. Сасартăк вăйсăррăн кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ:

Пулăшăр! Пулăшăр!

Такам пулăшу ыйтать мар-и? − терĕ те Пӳрнеске лайăхрах илтес тесе ик хăлхине чанках! çӳлелле çĕклерĕ.

Ой, хăратăп эпĕ! − çӳçенсе илчĕ Мăкăнпи. – Пирĕн утрав çине тăшмансем тапăнмарĕç пуль те...

Ан хăра, − лăплантарма васкарĕ ăна Пӳрнеске. − Хамăр утрав çинчех тăшманран хăраса тăмăпăр-ха. − Вăл çавăнтах хĕçне йĕннинчен туртса кăларчĕ. Хурçă хĕçĕ хĕвел çинче çиçĕм пек ялтăраса илчĕ. – Тăшмана эпир ăна ак çак хурçă хĕçпе ăса кĕртĕпĕр! – кăшкăрса ячĕ паттăр пукане.

Пулăшăр! Пулăшăр! – каллех илтĕнчĕ кăшкăрнă сасă.

Ой, чăнах та такам пулăшу ыйтать! Ун сассине эпĕ те илтрĕм! – терĕ Мăкăнпи.

Апла ăна пулăшмалла! – хĕçĕпе сулса кăшкăрса ячĕ Пӳрнеске. – Ав çав енчен, кăнтăртан илтĕнетунăн сасси.

Пукане часрах сасă илтĕннĕ енне чупса кайрĕ.

Чăнах та сасă çав енчен илтĕнет! − терĕ те Мăкăнпи Пӳрнеске хыççăн ыткăнчĕ.

Вĕсем кăвак çеçкеллĕ утмăлтурат патне чупса çитрĕç. Чечек хыçĕнче ахлатни илтĕнчĕ. Пӳрнеске утмăлтурат çеçкине сирчĕ те ниçта кайса кĕрейми çапкаланакан лĕпĕше асăрхарĕ. Хăй шап-шурă, çуначĕсемпе çурăмĕ çинче вара икшер хура йĕр, çавăнпа Пӳрнеске ăна тӳрех палласа илчĕ: ку - Тĕпĕш ятлă лĕпĕш, леш хайхи унăн атти çине сăрă тăкса яраканни.

Пулăшăр! − вăйсăрланнă сассипе тепре кăшкăрчĕ Тĕпĕш, Пӳрнескепе Мăкăнпие курсан.

Ах, шуйттан эрешменĕ! − çилленсе кăшкăрса ячĕ Пӳрнеске. − Ав епле тертлентересшĕн иккен вăл манн туссене! Эрне каялла вăл ман çурта та çапла хăй картипе хупăрласа илесшĕнччĕ. Ун чухне эпĕ унăн мĕнпур картине çĕмĕрсе тăкрăм, хăйне утрав çинчен яланлăхах хуса ятăм. Кунта унăн юлашки карти юлнă пуль-ха.

Пулăшăр, çăлăр! − хăйăлтатса сасă пачĕ каллех лĕпĕш.

Пулăшăпăр, пулăшăпăр, лĕпĕш тусăм! − терĕ ăна лăплантарса Пӳрнеске, унтан Мăкăнпие чĕнчĕ. – Эсĕ эрешмен картине çав енчен ват, эпĕ ку енчен кĕрсе çĕмĕрем.

Мăкăнпи калаçă-калаçа эрешмен картине тăпăлтара пуçларĕ:

Ан пултăр эрешмен карти çĕр çинче. Ан пултăр! Пӳрнескепе Мăкăнпи питĕ маттур ĕçлерĕç, вĕсем эрешмен картине ватса тухрĕç те лĕпĕше танатаран хăтарчĕç.

Тавтапуç сана, Пӳрнеске. Тавтапуç сана, Мăкăнпи. Тавтапуç сире, тусăмсем, − вĕçĕмсĕр тав тума тытăнчĕ инкекрен çăлăннă лĕпĕш. − Хăтартăр мана танатаран. Юрать-ха, тискер эрешмен хăй килсе çитеймерĕ, атту эпĕ сире курайман та пулăттăм.

Çук, çук, ырă тусăм, эрешмен пирки ан шухăшла, – лăплантарма васкарĕ ăна Пӳрнеске. – Эпĕ ăна утрав çинчен хусах ятăм. Текех вăл пирĕн утрав çине килес çук ĕнтĕ. Вăл текех...

Анчах вăл калас сăмахне те вĕçлеймерĕ, сасартăк çилĕллĕн кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ:

Хурах! Хурах! Çаратрĕç мана! Çаратрĕç... Утрав çине эрешмен ăшталанса чупса тухрĕ.

Ку лĕпĕш ман танатана лекнĕ. Ман чура вăл. Парăр мана хам чурана! Парăр! − кăшкăрма тытăнчĕ вăл.

Лĕпĕш, хăраса ӳксе, Мăкăнпи çумне йăпшăнчĕ.

Пӳрнеске, ан пар лĕпĕше çав тискер эрешмене! – кăшкăрчĕ Мăкăнпи. – Ан пар!

Хăратăп, хăратăп эпĕ эрешменрен! – тесе лĕпĕш çаплах Мăкăнпи çумнерех йăпшăнчĕ.

Ан хăра, лĕпĕш. Ан хăра, эпĕ пур чухне сана никам та кӳрентереймĕ! – терĕ те Пӳрнеске, хĕçне хытăрах çатăрласа тытса, эрешмен еннелле ярса пусрĕ.

Хурах! Çаратрĕç мана! – çаплах кăшкăрса тăчĕ лешĕ.

Халех тасалнă пултăр кунтан! - хушрĕ ăна Пӳрнеске. – Асту, эрешмен. Юлашки хут калатăп сана! Тасал ман куç умĕнчен. Тепре тĕл пулсан, пуçна касса тататăп.

Хурах! – кăшт каялла чакса паçăрхинчен те хытăрах кăшкăрма тытăнчĕ эрешмен. – Ырăпа калатăп сана, Пӳрнеске, пар ман танатана лекнĕ лĕпĕше!

Ку Пӳрнескене питĕ тарăхтарса ячĕ:

Эс тата хăратса тăратăн-и-ха! − кăшкăрса ячĕ те вăл эрешмен енне хĕçĕпе сулса ячĕ.

Лешĕ чул хыçне тарса ӳкрĕ те шыв еннелле çил пек сăптăрчĕ.

Асту, Пӳрнеске, эпĕ сана аса илтерĕп-ха! – кăшкăрчĕ аякран. − Хама кӳрентернине манмастăп эпĕ! Асрах тыт, тавăратăпах сана куншăн!

Анчах Пӳрнеске эрешмен хăратма пăхнине пĕрре те шута хумарĕ, вăл кăшкăрашнине хирĕç кулса çеç ячĕ. Чăннипех те хăйĕн утравĕ çинче вăл никамран та хăрамасть. Ырă пукане Мăкăнпипе лĕпĕше аллинчен тытрĕ те вĕсене хăй килнелле çавăтса кайрĕ, хуллен юрлама тытăнчĕ:

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те,

Шанкăр-шанкăр шыв юхать.

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет те,

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет...

 

Мăкăнпипе Тĕпĕш те пĕрле хыттăн юрлама тытăнчĕç:

Ян-ян каять, сас каять те

Ян-ян каять, сас каять.

Пирĕн маттур саса ку та,

Пирĕн маттур сасă ку.

Пӳрнескепе тусĕсем те,

Пӳрнескепе тусĕсем

Пĕрле вăйă выляççĕ те,

Пĕрле вăйă выляççĕ.

Тус-йыш пĕрле пулнă чух та,

Тус-йыш пĕрле пулнă чух,

Пире тăшман хăруш мар та,

Пире тăшман хăруш мар...