Пǎрахут
Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна
ПǍРАХУТ
Шурă, шурă пăрахутăм
Ванна тăрăх шурĕ-шурĕ...
Эп ăна туртса çӳретĕп шур çиппе.
Тинĕс мар-çке пирĕн ванна,
Çулçӳревшĕн питĕ кансĕр.
Кăшт кĕтсемччĕ.
Эп кĕçех ӳссе çитĕп.
Чарăнми çулсем чупаççĕ...
Капитан мана тăваççĕ.
Атăл тăрăх эпир тухăпăр çула.
Тĕрлĕ хулара пулатпăр,
Халăха салам яратпăр.
Эп арçын сăмахĕ патăм -
Пурнăçлап.