ПĂЛАН

Галкин Александр Алексеевич

Ак, кунта иккен Пăлан,

Тĕлĕрсе тăрать, куран!

Пуç тăрне хăй йывăç лартнă, –

Мĕншĕн-ха хăрса вăл ларнă?

Шăварман-тăр,

Пит пăхман-тăр,

Çавăнпах çулçа ларман-тăр!