Пăчăр

Семендер Юрий Семенович

Кӑчӑр-кӑчӑр ҫурла сассине

Пӑчӑр илтрӗ ыраш хушшинче,

Куҫса кайрӗ хӑва кассине,

Йӑва турӗ ҫырма хӗрринче.

 

Кӑчӑр-кӑчӑр ҫурли выртӑрах,

Йӑва валли ҫавах вырӑн пур,

Ҫийӗ хӑмӑл хўттинчи тырра,

Уҫӑ шыв ӑна ӗҫтерӗ шур.

 

Пӑчӑр - ҫав тери асӑрхануллӑ тата куҫ тӗлне сайра лекекен вӗҫен кайӑк. Вӑл, вичкӗн куҫлӑ та ҫивӗч хӑлхаллӑскер, пӗр-пӗр хӑрушлӑх ҫывхарнине ҫийӗнчех сисет, часрах тарса пытанма васкать.