Пӗчӗк парне

Николаева Людмила Петровна

Чечексем эп пухрӑм –
Кӑвакки, хӗрли...
Чечек çыххи тухрӗ
Ман анне валли.

Пӗчӗк парне пулчӗ
Аннене манран.
Кӑмӑлӗ ун тулчӗ,
Савӑнчӗ чунтан.