НЮХ-НЮХ СĂМСИ МĔНШĔН ПУКЛАК?

Çунатлă улăп
Галкин Александр Алексеевич

Ку вӑл тахçан авалах пулнӑ. ӳнтанпа, тен, çӗр çул та, пин çул та иртнӗ пуль.

Шӑрпӑк пек шӗвӗр сӑмсаллӑ пӗр сысна çури, Нюх-Нюх ятлӑскер, мӑннисем мӗн калаçнине вӑртӑн итлеме юратнӑ. Ялан алӑк хыçӗнче йӑпшӑнса тӑнӑ вӑл.

Пӗррехинче Нюх-Нюхсем патне чаплӑ  кӳмепе чаплӑ хӑна килсе çитнӗ. Хӑмпӑ пек çавракаскер, кӳминчен аран йӑраланкаласа тухнӑ вӑл. Нюх-Нюхӑн ашше-амӑшӗ хирӗç тухсах кӗртсе илнӗ ӑна, хултан тытса пӳрте çавӑтса кӗнӗ. Сӗтел хушшине кӗртсе лартнӑ та ун умнее тем тӗрле апат-çимӗç кӑларса тултарнӑ – юмансӗтел кӗç-вӗç авӑнса анать тейӗн. Хӑна вара савӑнсах апата пиккеннӗ: чаплатарнӑ кӑна çӗрулми шаркуне.

Ӗçкелесен-çикелесен, пӳртре шавлӑ калаçу тапраннӑ. Чаплӑ хӑна никама сӑмах памасӑр нӑрхлатнӑ: тем те пакӑлтатнӑ вӑл, чӗлхи унӑн йӑлтах вӗçерӗнсе кайнӑ. Кӗçех тата хӑйне кура маар çинçешке сассипе »рӑ та ӗнеркелесе янӑ:


Нӑрик кӑна нӑрик юррӑм пур,

Унран пахи, тусАм, эп пур!.. –

 

тенӗ вӑл хавассӑн.

            Нюх-Нюх ашшӗ чаплӑ хӑнана ырлакаласа çеç ларнӑ. Лешӗ нӑрӑхлатсан, вӑл та нӑрӑхлатнӑ, анаслансан – анасланӑ, кулсан  – чарӑна пӗлмесӗр ахӑлтатнӑ.

            Нюх-Нюх çаксене алӑк хыçӗнче каçса кайсах итлесе тӑнӑ, хӑй ӑçтине те мансах кайнӑ.

                Анчах…нумаях тӗлӗнеймен çав Нюх-Нюх. Картишне тухма тӑнӑ чаплӑ  хӑна алӑка вӑш уçса янӑ та Нюх-Нюха сӑмсинчен çат тутарнӑ.

                – Нӑр-р-рик – тени çеç илтӗнӗ алӑк хыçӗнче. Пӑхнӑ та хытсах кайнӑ: Нюх-Нюхӑн шӗвӗркке сӑмси пӑхӑр укçа пек лапчӑннӑ ларнӑ! Авкаланнӑ çеç Нюх-Нюх ыратнипе, ниçта кайса кӗрейми çихӗрнӗ. ӑнчах сӑмси, тем тусан та, вырӑна ларайман…

                –Эх, Нюх-Нюх! Мӗн чухлӗ каланӑ пуль сана алӑк хыçӗнче ан тӑр тесе. Сӑмсасӑр юлтӑн вӗ-ӗ-ӗт, –шелленӗ ӑна ашшӗ-амӑшӗ, чунтан ачашласа. Анчах мӗн тӑван-ха пӗр лапчӑннӑ сӑмсана?

                Ҫавӑнтан пуçланса кайнӑ та ӗнтӗ пуклак сӑмсаллӑ нюх-нюхсем. Ӑнланмалла-и?