Çĕньял Ачисем


Аслă тӳпепе аслă çĕр хушшинче, Чăваш çĕршывĕнче, ларать Çĕньял, вунпĕр каслă ял.

Ун çине çӳлтен, самолет çинчен, пăхсассăн, вăл çĕр çумне лăпчăннă улăп-кайăк пек курăнмалла.

Кайăк ӳт-пĕвĕ − ял варри: хура кĕрен, хăмăр хуралтăсем çырма ик енĕпе ларса тухнă, кайăк çунаттисем − Шуркаспа Тукас − вĕç-хĕрсĕр вăрман çумне тăсăлса тухаççĕ.

Çутçанталăкпа туслă çак кайăк-ял: тĕсне, кăмăлне унпа килĕштерсе улăштарать.

Çуркунне вăл − лачкам йĕпеннĕ, халь-халь симĕс куçне уçса, хăватлă çунаттине сарса, янкăр тÿпене çĕкленес кайăк.

Хĕлле − лапсăркка шур кайăк, çунат вĕçĕсене кăвак тĕтрелĕхре пытараканскер.

Кĕркуннехи вăхăтра Çĕньял − вут-кайăк.

Пурăнаççĕ кайăк-ялта йăл-йăл куç харшиллĕ, утмăл-турат пек кăвак куçлă е кĕр каçĕ пек хура çӳçлĕ, хура куçлă та йăлтăр кулăллă хĕрачасем. Пурăнаççĕ унта ши-и! шăхăракан, пĕр-пĕринпе шăла çыртса çапăçакан, хĕрачасене ура явса ӳкерекен, кирлĕ пулсан пурне те хÿтĕлеме хатĕр паттăр арçын ачасем, ашшĕ-амăшĕпе тан ĕçлекен ачасем.