ÇĔНЬЯЛ АЧИСЕМ

Лисина Ева Николаевна

    Повесть сыпăкĕ

    Аслă тÿпепе аслă çĕр хушшинче, Чăваш çĕршывĕнче, ларать Çĕньял, вунпĕр каслă ял.
    Ун çине çÿлтен, самолет çинчен, пăхсассăн, вăл çĕр çумне лăпчăннă улăп-кайăк пек курăнмалла.
    Кайăк ÿт-пĕвĕ—ял варри: хура кĕрен, хăмăр хуралтăсем çырма ик енĕпе ларса тухнă, кайăк çунаттисем— Шуркаспа Тукас — вĕç-хĕрсĕр вăрман çумне тăсăлса тухаççĕ.
    Çутçанталăкпа туслă çак кайăк-ял: тĕсне, кăмăлне унпа килĕштерсе улăштарать.
    Çуркунне вăл—лачкам йĕпеннĕ, халь-халь симĕс куçне уçса, хăватлă çунаттине сарса, янкăр тÿпене çĕкленес кайăк.
    Хĕлле — лапсăркка шур кайăк, çунат вĕçĕсене кăвак тĕтрелĕхре пытараканскер.
    Кĕркуннехи вăхăтра Çĕньял — вут-кайăк.
    Пурăнаççĕ кайăк-ялта йăл-йăл куç харшиллĕ, утмăл-турат пек кăвак куçлă е кĕр каçĕ пек хура çÿçлĕ, хура куçлă та йăлтăр кулăллă хĕрачасем. Пурăнаççĕ унта ши-и! шăхăракан, пĕр-пĕринпе шăла çыртса çапăçакан, хĕр-ачасене ура явса ÿкерекен, кирлĕ пулсан пурне те хÿтĕлеме хатĕр паттăр арçын ачасем, ашшĕ-амăшĕпе тан ĕçлекен ачасем.