Ну, чăва-аш!

Азамат Светлана Васильевна

Картишĕнче йыт вĕрет,

Вучахра яшка вĕрет,

Урам тăрăх вашлаттарса

Урлă-пирлĕ çил вĕрет.

 

Асанне мана паян:

«Чарăн-ха тĕпĕртетме,

Лар та сĕтел хушшине –

Çыр, вула, сăрла, шутла...

Тем тума ăш-чик вĕрет,

Мěскере-ши пěлтерет?

Çум çумлам-ха, эс – вĕрен», –

Терĕ те кăштăртатса

Тухса кайрĕ пахчана.

 

Пĕчĕк пуçăма ватса

Эп ларатăп шутласа:

«Вĕри чунлă чăвашсен

Ура тĕпĕ те вĕрет,

Ал ту панĕ те вĕрет,

Ĕçĕ те сиксех вĕрет.

Ну, чăва-аш, тĕлĕнтере-ет».