Ĕнтě каллех шкула

Малгай Иван Григорьевич

    Хаваслă хěлěн сиввисем,
Манми каникул кунěсем...
Иртсе те кайрěç васкаса,
Çурхи шыв пек юхса.

Пěр кун килет, тепри килет,
Январь çиçет илемлěн.
Çил ачине йěлтěрпеле
Хăваласа çитеймěн.

Поход, поход... Çав кунсенче
Ăçта çитмерěмěр эпир?
Шап-шурă юр —
Юр айěнче
Канса выртать уй-хир.

Унта комбайн-тракторсем
Кěрлеттерсе çÿретчěç.
Юрра пуçланă тăрисем
Çÿл тÿпере вěçетчěç.

Ку тěлсенче дружинăпа—
Хаваслă, туслă ушкăнпа —
Ай-вай çÿрерěмěр вара
Амăртмалла пыра-пыра.

Якаччě пирěн йěлтěрсем,
Йăр-яр кăна шăватчěç.
Çырмасемпе тарăн варсем
Вăшт çеç выртса юлатчěç

Экскурсие çÿренисем,
Фермăсенче ěçленисем...
Нихçан та манăçми вěсем,
Каймаççě куçăм умěнчен.

Ак çитрě вăхăт. Ирсерен
Каллех шкула чупатпăр,
Каллех эпир вěренÿре
Ăс-хакăла туптатпăр..