ĔНЕПЕ КАЧАКА ТАКИ

 

      Пĕр карчăкăн ĕнепе качака таки пулнă. Ĕнепе качака таки кĕтĕве пĕрле çӳренĕ. Ĕни сунă чухне пĕртте тăп тăман. Пĕрре карчăк тăвар сапса çăкăр илсе тухнă та ĕнене йăпатса:
      – Тăп тăр, айван, ме, ме, тăп тăрсан тата илсе тухса парăп, – тенĕ.
      Тепĕр каçхине качака таки кĕтӳрен ĕнинчен маларах таврăнать те карчăк умне пырса урисене чаркаласа та тăрать. Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах тăрать, тапранмасть те. Вăл карчăк ĕнине тăп тăрсан çăкăр парăп тенине манман.
      Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак илсе çаптаркаласа ярать. Качака таки кайсан карчăк каллех ĕнине çăкăр парса йăпата пуçлать. Качака таки вара шухăшлать: «Ку çынсен тĕрĕсси-мĕнĕ çук иккен. Эпĕ ĕнерен те лайăхрах тăтăм, çапах çаптарчĕ мана», – тет.
      Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тараст! тутарать карчăка. Карчăк сĕчĕ-мĕнĕпех пăлтăр-палтăр чикеленсе кайрĕ тет вара.