Наян кушак

Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна

Кушак аçи Ваçка пур,

Çывăрмашкăн пит маттур.

Шав çиет те çывăрать,

Тăрансан ăçта васкать?

 

Тавçăрсам.

- Тен, сунара?

- Çу-у-к. Каять вăл хăнана...

 

Вĕлт! хăравçă куян пек

Йытă пӳрчĕ çумĕнчен.

Савăнать хăй кунĕпех

Хырăм выçса çитиччен.

 

Кӳршĕри кушаксемпе –

Машăпа та Дашăпа –

Кунĕпех юрлать, ташлать,

Апата киле васкать.

 

Шикленмесĕр шăшисем

Туй тăваççĕ чăланра.

Шел, аннен сăмахĕсем

Хумхатмаççĕ кушака...