Наян автан

Тургай Ольга Николаевна

Наян автан

 

Пĕр мучипе кинемейĕн питĕ наян Автан пулнă, тет. Вăл ирхине ирех тăрса авăтман. Хĕвел çӳле хăпарсан кăна çывăрса тăна. Унтан кашта çинчен вĕçсе аннă, тет те, кăкăрне каçăртса картиш варринелле уттарнă. Унта ăна валли савăтпа лартса панă тулă пулнă. Çапла Автан кунран-кун апат çинĕ те пахчара е урамра уçăлса çӳренĕ, унтан çыварма кайнă...

Хай мучипе кинемей тарăхсах çитеççĕ, тет. Кашни курмассеренех Автана ятлама пуçлаççĕ: «Кахал эсĕ. Нимĕн те тавасшăн мар. Акă пусăпăр та яшка пĕçерсе çийĕпĕр санран». Автан ватăсем çине пуçне чалăштарса пăхса илчĕ те: «Эх, эсир капла калаçатăр-и? Каятăп! Сире пăрахса каятăп», – тесе кăшкарчĕ те картишĕнчен тухса утрĕ, тет.

Кинемей Автана хĕрхенсе: «Ăçта каятăн? Таврăн каялла. Пĕтетĕн вĕт пирĕнсĕр», – тесе кăшкăрать, тет, хыçалтан. Автанĕ çаврăнса та пăхмарĕ, тет.

Çапла вăл вăрмана çитет. Кунтах юлташсем тупать. Пакша, Чĕрĕп, Мулкач хушшинче çу сисмесĕрех иртет, тет. Хĕл те ларать. Халь ĕнтĕ апат та çук. Сивĕ, выçă, тет, Автана. «Хĕл валли апат хатĕрлеме туссем каларĕç-çке мана. Мĕншĕн итлемерĕм-ши?» – шухăшлать, тет, яланах ямăт апат çиме хăнăхнăскер.

Тахçан кăкăрне каçăртса çӳренĕ Автан пуçне усса аран-аран юр ашса утать, тет. Час-часах вăл мучипе кинемее аса илет. «Каялла таврăнсан кĕртĕç-ши мана? Ятласа кăларса ямĕç-ши?» – пуçне ватать, тет, халь Автан.