НАТАЛИ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Лартса тухнă Натали
Теттесем урай тулли.
Пĕрмаях хăй калаçать,
Хушăран тем кулкалать.
– Акă, курăр, тракторпа
Суха тăвать ман аппа...
Трактор хуллен, майĕпен
Шăвать урай варрипе.
Кунтах çĕнĕ грузовик
Гудок парать: пик-пик-пик!
– Ун шоферĕ Михали,
Ман пичче, – тет Натали.