ÇĔНĔ ВĂРЛĂХСЕМ

Луч Григорий Васильевич

    Михаил Якимович Якимов, Якрав ашшĕ, ĕнер районта агрономсен канашлăвĕнче пулчĕ. Пĕлтĕрхи ялхуçалăх ĕçĕсем тата çитес çулхи вăйлă тырпулшăн кĕрешесси çинчен калаçнă май, унта вĕсен «Мир» колхозне темиçе хутчен те ырăпа асăнса илчĕç. Сăмах çĕнĕ сортлă тĕштырăпа выльăх апачĕ пирки хускалсан, Якимова ытти хуçалăхсен пуçарусăр та çаврăнăçусăр агрономĕсемпе пĕрлех ят тиврĕ. Тĕрĕсрех каласан, «Мир» колхоза ертсе пыракансене пысăк тухăçлă элита вăрлăхсем акма васкаманшăн, малтан ыттисем туса пăхчăр-ха тесе кĕтсе пурăннăшăн ятларĕç.
    Михаил Якимовичăн ку айăпа хăй çине илесси килмерĕ, мĕншĕн тесен вăл, председателе ÿкĕте кĕртме тăрăшса, çĕнĕ сортсем туянма кирли çинчен темиçе хутчен те правлени ларăвĕсенче калаçнă, анчах халлĕхе усси пулман. Çавăнпа вăл канашлуран хуçăк кăмăлпа таврăнчĕ, унта пите хĕретсе ларма тивни çинчен председателе, Андрей Петровича, тарăхса каласа пачĕ, анчах лешĕ аллине лаш кăна сулчĕ:
    — Эпир капла та аптăрамастпăр-ха, патшалăха тырă сутассипе кÿршĕсенчен пĕртте юлмастпăр, выльăх апачĕ те çитет. Тырă тухăçĕ начар мар, çĕнĕ сортсемпе тем курса тăрасси пур: хăнăхман вĕсем пирĕн енчи çĕре. Тăхтар вĕсемпе аппаланма, çунса тухмасть вĕт...
    — Çапла, халлĕхе çунмасть, капла та пурăнма пулать тейĕпĕр. Çулталăк е икĕ çул пĕр шайра тытăнса тăмас, анчах та каярахпа вара мĕнле? Акă мĕн пирки калаçнăччĕ ĕнер каçхине Михаил Якимович ывăлĕпе.
    — Андрей Петрович бюрократ вăл,- çиллессĕн пат татса каларĕ ашшĕне хирĕç Якрав.
    — Ну вăт, ыйтăва татса та патăн пулать, председателе вырăнне лартрăн. Аçа пек каллĕ-маллĕ ан кум эсĕ пÿлĕмре, лар, лăплан. Вăт, калатăн-ха, бюрократ тетĕн. Ăнланма тăрăшас пулать çынна малтан, ĕçне ăнланас пулать. Мĕн, Андрей Петрович сирĕншĕн те, шкул ачисемшĕн, çунмасть-им, сире пулăшмасть-им? Авă, шкулăн çĕр участокĕ те кÿршĕ колхозринчен пысăкрах. Оранжерейăпа теплица тумашкăн тата сире материал кам тупса пачĕ? Э, çук, ачам, эсĕ пуçупа шухăшламасăр ан калаç. Пурнăç вăл çăмăллăн пыракан япала мар.
     — Пурнăç тесе айккинелле ан пăрăн-ха эс, атте,— хирĕçлерĕ Якрав.— Кала, çĕнĕ сорт киввинчен лайăхрах-и?
     —Паллах, лайăхрах.
    —Апла-тăк мĕн тавлашмалли пур!
    —Каллех ытла та çăмăллăн калаçатăн-çке эс. Итле, пурнăçра акă мĕнлерех пулать тепĕр чух: этем ту тăррине улăхса çитнĕ тейĕпĕр. Унта çĕкленме çăмăл пулман ăна, çапах та вăл çитнĕ. Ĕнтĕ унăн малалла утмалла, умра — ывăç тупанĕ çинчи пек тÿп-тÿрĕ çул выртать. Вăл пур — малалла каяс вырăнне, каялла çаврăнса пăхать те хăй самаях çÿлтине асăрхать, çавăнпа канма лармашкăн шут тытмасть.
    — Ларса тĕлĕрсе кайсан, ту çинчен татăлса анма та пулать. Вара мĕнле?
    — Э, çук, Якрав, пирĕн председатель унашкалли мар. Андрей Петрович - кăмăллă та çирĕп алăллă хуçа. Хамăрăн чăваш çĕрĕ çинче, тăван ялта, çитĕнсе çын пулнăскер. Тăван уй-хире вăл иксĕмĕр пекех юратать. Тата чун канăçне мантаракан хуйхи-суйхи унăн пирĕннинчен темиçе хут пысăк. Пĕр виçĕ çул каялла çеç-ха колхоз юлса пыраканннсен шутĕнчен тухрĕ. Малтисемпе тан пыма пайтах вăй хума тивет. Çапах савăнмалли те çук мар: колхоз илекен тупăш çулсерен ÿсет. Чи лайăххи вара — ял çыннисем пурте ял ĕçне хутшăнма тытăнни, чуна парса ĕçлени. Çакăншăн пирĕн чи малтан Андрей Петровича тав тумалла. А вăт, кала-ха мана...— Михаил Якимович, ура çине тăрса, Якрав умне утса пычĕ, аллине ун хул-пуççийĕ çине хучĕ. Вăл, ывăлне мĕн пĕчĕкренех ачашласа-лăпкаса çемçелме хăнăхманскер, халĕ, сасартăк аллипе сĕртĕнсенех, умĕнче тĕреклĕ хул-çурăмлă каччă тăнине туйса илчĕ. Хăй сисмесĕрех ун çине савăнса та темле кăшт ăмсанса пăхса илчĕ: ывăлĕ ĕнтĕ çитĕнсе çитнĕ çынран пĕвĕпе те, ăсĕпе те пĕртте кая марришĕн мăнаçланасси килчĕ унăн. Кунпа пĕрлех ăна кĕтмен çĕртех тунсăх пусрĕ: вăхăт, ара, çав тери хăвăрт иртет иккен... Тин кăна-çке ывăлĕ утма вĕреннĕччĕ, калаçма тытăннăччĕ, ăна пирвайхи хут пĕрле тырă пуссине çавăтса тухни те куç умёнчех. Пĕтĕмпех çакă ĕнер çеç пулса иртнĕн туйăнать.
    Якрав, ашшĕ аллинчен тытса, сухаланă пусă хĕррипе танкăшкаласа пыратчĕ, çурхи хĕвеле хирĕç пăхаймасăр куçне хĕссе, тĕнчене хăйле курса калаçатчĕ: «Атте, кала-ха, тăпра мĕншĕн çунать?» — «Çунмасть вăл, пăсланать. Тырă акмашкăн пиçет...»
    —Эккей, мĕнле патвар çитĕнетĕн иккен эсĕ,— ывăлне хулпуççийснчен тытса силлесе илчĕ Михаил Якимович.
    Якрав, самантрах именсе кайса, пуçне çĕрелле усрĕ.
    - Эсĕ манран темĕн ыйтасшăнччĕ пулас, атте?
    - Ыйтасшăнччĕ? Ара, чăн та! Акă, сăмахран, санăн шкулти комсомол ĕçĕ пиркиех кăлар — пурте пĕр тикĕс, пĕр кăлтăксăр пулса пырать-и вăл е тепĕр чух юлташусемпе самаях тĕрмешме тивет?
     - Каларăн та, «пĕр кăлтăксăр»! Тепĕр чухне сас çĕтиччен тавлашатăн. Енентерсе, ÿкете кĕртсе тинке тухать.
    - Çапах та... Укĕте кĕреççĕ-и?
    - Епле пултăр-ха тата? Ара, пĕччен çын ĕçĕ мар-иç, пĕрлехи ĕç!— хĕрÿленчĕ Якрав.— Мĕншĕн кирлĕ пулчĕ-ха сана пирĕн комсомол ĕçĕ?— тем ăнкарса илсе ыйтрĕ вăл çавăнтах.
    - Мĕншĕн-и?— шухăшлăн тавăрчĕ Михаил Якимович, унтан сĕтел çинче купаланса выртакан журналсенчен пĕрне суйласа илчĕ те малалла васкамасăр калаçрĕ. — Эпĕ председателе çаплах ÿкĕте кĕртейместĕп-ха. Апла-тăк ăна тата çине тăрарах ĕнентермелле. Çĕннине пурнăçа кĕртесси, тĕрĕс, пĕччен çын хуйхи-суйхи мар, пĕччен çын ĕçĕ мар.
    - Паллах! - тÿрех килĕшрĕ Якрав. Сасартăк вăл çамкине аллипе çатлаттарса илчĕ.— Тен, пирĕн шкул участокĕнче кăштах акса пăхмалла вĕсене, çĕнĕ вăрлăхсене? Э?
    - Биолог сирĕн, Николай Трофимович, килĕшĕ-и? - асăрхаттарчĕ Михаил Якимович хыпса ÿкнĕ ывăлне.
    - Мĕн эсĕ?— алă çеç сулчĕ хĕрсе кайнă Якрав.— Вăл чи малтан килĕшет! Эсĕ кала луччĕ: мĕнле вăрлăхсем акма сĕнчĕç канашлура?
    Ывăлĕ мĕнлерех ăшталаннине курса, Михаил Якимович кăмăллăн кулса илчĕ.
     - Питĕ лайăх вăрлăхсем... Акă, сăмахран, ревень, рапс. Илтнĕ-и унашкал курăксем çинчен?
    - Илтнĕ. Реве-е-енĕн тути кăшкарутинни евĕр йÿçекрех. Çулçисем хупахăнни пек пысăк та сарлака. Ревеньтен яшка та пĕçереççĕ пулас-ха. Выльăхшăн вăл питĕ тутлăхлă апат! Çитменнине, çеçпĕл пекех çуркунне ир шăтать. Рапс. Рапс чăваш çĕрĕнче ку таранччен пулман ÿсентăран. Вăл кукурузăран чылай çÿллĕрех ÿсет, çу каçиччен ăна темиçе хут та çулса илме пулать. Тĕрĕс-и?
    - Тĕрĕс, Якрав, маттур. Ахăртнех, аннÿ сана ахальтен мар пулас агроном тет.     - Халĕ ĕнтĕ манăн ниçталла пăрăнмалли те çук: атте агроном, анне те, авă, санăн çулупах утма сĕнет,— кулса ячё Якрав. Анчах кулли часах сÿнчĕ: ĕнтĕ çав вăрлăх шухăшех канăç памарĕ ăна.— Эх, хальтерех, хальтерех туянасчĕ пирĕн çав çĕнĕ вăрлăхсене!
    - Камăн вăл—«пирĕн»?
     - Шкулăн, ара. Хуть кăштах та пулин акмалăх..
    Якрав амăшĕ, çывăрма вăхăт çитни çинчен темиçе хут асăрхаттарса, пÿлĕмри çутта сÿнтермен пулсан, тата хăçанччен калаçнă пулĕччĕç-ши çав каçхине ашшĕпе ывăлĕ!..
    Ирпе Якрав каçхи калаçу çинчен килте пĕр сăмах та асăнмарĕ. Кăшт-кашт çырткаласа васкасах тумланчĕ те, вăл хăш самантра пÿртрен тухса çухалнине йĕркеллĕн асăрхаса та юлаймарĕç ашшĕпе амăшĕ. Ара, ача-пăча тепĕр чухне çула май пĕр-пĕрин патне кĕрсе тухать е шкулта дежурнăй,— иртерех каясси пулать вăл. Класс руководителĕ Николай Трофимович килсе Якрав шкулта пирвайхи урокранпах пулманни çинчен пĕлтерсен, Михаил Якимович пăлханмаллипех пăлханса укрĕ, телефонпа район центрне, вăрман хуçалăхне шăнкăравласа пăхрĕ, анчах ывăлĕн йĕрĕ çине ÿкеймерĕ.
    Икĕ урок вĕçленнĕ тĕлелле Якрав район центрĕн аслă урамĕпе васкаса утатчĕ ĕнтĕ. «Вăрлăхсем» магазин алăкĕ çине «Тĕрĕслеве хупнă» тесе хут çырса çапнă, çавăнпа вăл чарăнса тăмасăрах, тăкăрлăкалла пăрăнса, базăна çул тытрĕ, часах хула хĕррине çитсе тухрĕ.
    Склад заведующийĕн пÿлĕмĕ хупă — çăрапах питĕрсе илнĕ. Хашкаса çитнĕ Якрав пĕр авăк нимĕн тума аптăраса тăчĕ. Сивĕ коридор вĕçĕнчи пÿлĕмре, бухгалтерсем патĕнче, арифмометр чăкăртатни, шут шăрçисем шаклатни тата хĕрарăмсем калаçни илтĕнет. Кунта вăл пĕррехинче ашшĕпе пĕрле пулнăччĕ, бухгалтерие те кĕрсе тухнăччё, Якрав сĕтел лартса тултарнă хĕсĕк вырăнпа кунти çынсем мĕнле кĕрсе-иртсе çÿренинчен ун чухнех тĕлĕннĕччĕ. Уйрăмах пĕр самаях самăр хĕрарăма хĕрхеннĕччĕ вăл. Халĕ ак, сивĕ çапнине туйса, ача коридорта каллĕ-маллё утса çÿреме тытăнчĕ.
    —Кам тĕпĕртетет унта? Кĕрĕр!—кăшкăрчĕç пÿлĕмрен.
    — Вăт, çанталăк, талккишпе юр хÿсе кайнă — ни çуран, ни лашапа çÿреме çук!— пуçа мĕн килнĕ, çавна персе ячĕ Якрав, вара çĕлĕкне хывса, пÿлĕме кĕрсе тăчĕ.— Сывă пурăнаççĕ-и?— мăн çынла сывлăх сунчĕ вăл.
    Хăйсен ĕçне пикенсех кÿлĕннĕ хĕрарăмсем пуçĕсене çеç сулса илчĕç.
    — Çакнашкал сивĕре кам хÿтерсе тухнă сире?— хулăн тетраде хупса хурса, пÿлĕнерех хăйăлтатрĕ хайхи леш самăр хёрарăм.
    «Ай, мĕн пулать те мĕн килет, вĕсем мана çисе ямаççĕ-иç, хăюланчĕ Якрав. Темшĕн-çке ăна çапах та арçын заведующипе калаçма çăмăлрах пулассăн туйăнчĕ. Вăл çук пулсан, мĕн тăвăн, хĕрарăмсемпе калаçса килĕшмле тивет. Хăйне мăн çын пек кăтартасшăн пулса, вăл ячĕшĕн ÿсĕр-се илчĕ те кĕскен:
    - Вăрлăхсем патнеччĕ эпĕ,— тесе пĕлтерчĕ. Хăш колхозран?— сĕтелĕ çинчи хут купине пăлхатма пуçларĕ леш хĕрарăм.— Укçа куçарнă-и?
    - Мĕнле укçа?— аптраса тăчĕ Якрав. - Вак укçа мар, паллах, хут укçа,— колхозсемпе совхозсен списокне шыраса тупнă май, ăнлантарчĕ бухгалтер.— Сирĕн Госбанк урлă пирĕн счета укçа куçарса памалла, вара эпир сире мĕн кăмăллатăр, çавна пĕтĕмпех тиеттерсе яратпăр. Эккей, çавна та чухлаймастăр-и вара? - хайхискер Якрав çине тинкеререх пăхрĕ те хăйăлти сассипе кулса ячĕ. Пăхсамăр эсир ун çине! Амăшĕ сĕчĕ те типсе çитеймен-ха тутинче, çапах ав...
    - Нимĕнле «çапах» та мар, эпĕ сирĕн пата ятарласа вăрлăх пăхма килнĕ,— хăйне ача картне хурса калаçни пĕртте килĕшмерĕ Якрава.
- Юрĕ, юрĕ, ĕçлĕ хутусем ăçта, доверенность? Хăш колхозран тетĕн-ха?
    - «Мир» колхозран.
    - «Мир»... «Мир».— мăкăртатрĕ бухгалтер, вăрăм списока çÿлтен пуçласа аяла çити пăхса тухса.— Ара, сирĕн колхоз пĕр пус та куçарман вĕт. Мĕн эсĕ çынсен пуçĕсене пăтратса çÿретĕн?
    - Эпĕ колхозран мар. Чăннипе, колхозран, анчах хамăрăн шкултан,— ăнлантарма пуçларĕ Якрав.
    - Мĕнле шкул тата?—тĕлĕннипе сиксех тăчĕ хĕрарăм.— Кĕç капла ача садĕнчен шĕвĕрккесем персе çитĕç! Э, çук, ачам, таврăнах шкулна, пирĕн пата вара, кала, ĕçлĕ çынсене яччăр.
    Çакна илтсен, ку таранччен шăпăрт ĕçлесе ларнă икĕ хĕрарăм чăтаймарĕç, ахăлтатса кулса ячĕç.
    - Эпĕ каланинче нимĕн кулмалли те çук,— кÿренчĕ Якрав. Укçине тÿлетпĕр.Колхоз правленийĕпе килĕшсе татăлнăпа пĕрех. Манăн халĕ сирĕн мĕнле вăрлăхсем пуррине курса каясчĕ...     - Аптрамалла!— ача çине тата ытларах тĕлĕнсе пăхрĕ çаплах ура çинче тăракан бухгалтер.— Нимĕн тума та çук, хăюллă та харсăр пулнăшăн сана ампар кĕнекине памах лекет пуль капла? Унта хăш колхоз мĕнле вăрлăх туяннине, базăра мĕнле культура мĕн чухлĕ юлнине пĕтĕмпех çырса пынă.
    Пысăк та хулăн кĕнекен страницисене асăрханса уçа-уçа, Якрав малтан базăра мĕнле вăрлăхсем пуррине пăхса тухрĕ, унтан хăйне кирлисен ячĕсене тетрачĕ çине çырса илчĕ. Ĕçе пикенсех пуçăннăскер, вăл хĕрарăмсем ун еннелле куларах пăхса ларнине те асăрхамарĕ, электроплитка çинчи чейник вĕреме кĕрсе шăхăрма тытăннине те, шут ăстисем стаканĕсене чей кашăкĕпе чăнкăртаттарнине те илтмерĕ. Лешсем чей ĕçме сĕнсен те, пуçне çĕклемерĕ, тав турĕ çеç. Тĕрĕссипе каласан, вăл кунта ĕçне пĕтерчĕ ĕнтĕ, халĕ хăйсен ялĕ çывăхĕпе иртсе çÿрекен автобус патне те чупма пулать — автобус кунне виçĕ рейс кăна тăвать. Анчах Якрав хулăн кĕнекерен уйрăлма пултараймарĕ-ха, ăна татах та татах уçкаласа хăйĕн тет-радĕнчи цифрăсемпе танлаштарчĕ, темĕн тĕрĕслерĕ. Çакă ампар кĕнеки ачана çав тери интереслĕ повесть е роман пскех туйăнчĕ пулас.
    «Выставка е витрина тума пултарнă-ха кунта»,— коридора тухса, стенасене пăхса çаврăнчĕ Якрав, унтан кантур умне тухса тăчĕ. Вăл ĕнтĕ кирек мĕнле пулсан та склад заведующине кĕтсе илме шут тытрĕ, çавна май тек-текех кĕлетсем еннелле пăхкаласа илчĕ.
    - Эй, йĕкĕт, мĕн сулланса тăратăн эсĕ унта?— кĕçех темле старик килсе çыпçăнчĕ Якрава. Пуçне лапсăркка çĕлĕк тăхăннă, çухавине тăратнă тăлăпĕ ура тупаннех çитет, арки айĕнчен тĕпленĕ çăматă пуçĕсем çеç курăнаççĕ. Пасарнă куç харшисем айĕн шанмасăртарах пăхакан чĕрĕ куçĕсем йăлтăркка симĕс шăрçа пек туйăнаççĕ. Хăй сивĕпе ĕнтĕркесе кăптăкланнă çерçие аса илтерет. - Пуçлăха кĕтетĕп-ха. Эсир мар-и вăл?— Якрав, йăл кулса, мучие куçĕнчен ăшшăн пăхса илчĕ.
    - Вăт, шутник! Кантур пÿлемĕсенче пукан якатса ларма вăхăт çук манăн,— çамрăка хулăн алсипе тĕртсе илчĕ мучи.— Хуралçă эпĕ, вахтер. Манăн ĕç — патшалăх пурлăхне сыхласси тата хапха патĕнче йĕрке тытасси: эпĕ уçмасăр картшне пĕр автомашина та, пĕр лаша та кĕреймест. Эсĕ, пăхатăп та, кунтисем мар пулас? Пирвайхи хут куратăп.
    - Кипеккассисем эпĕ, вăрлăх патне килтĕм.
    - Мĕнле-ха апла? Пĕтĕм вăрлăха çак пĕчĕк портфеле вырнаçтарас тетĕн-и?— кулса илчĕ ватă çын.— Ал тупанĕ çине акса ÿстерес теместĕн пуль те?
    — Ал тупанĕ çине мар, мучи, шкул çумĕнчи участока. Тăлăплă мучи Якрав çине куçне чарса пăхрĕ те урипе тăрăст! тапрĕ шăн асфальта:
    —Эсĕ мĕн мăшкăлласа çÿретĕн кунта?! Пирĕн пата нимĕнле шкултан та килмеççĕ. Ăт тупăннă...— хуралçă чыхăнса кайса ÿсĕрме пуçларĕ, сасси çĕтсе ларчĕ, хăйăлтата-хăйăлтата хайхискер Якрава татах ятлама пуçларĕ.
    Ача, вăрт çаврăнса, картишĕнчен урамалла уттарчĕ. Автомашинăсем çÿресе якатнă çулпа хапхаран тухнăччĕ кăна, вăл пĕр тĕреклё арçынна панн пырса çапăнчĕ.
    - Эй, санпа, хĕл кунĕнчех чĕп куçĕ пулчĕ-им?— çамрăка хулпуççинчен ярса тытрĕ арçын. - Каçарăр,— терĕ Якрав.— Шухăша кайсаттăм.
    - Юрĕ-çке, пулать унашкалли. Мĕн шухăшпа пуçна çĕмĕреттĕн-ха апла пулсан?— Якрав çине кулкаласа пăхрĕ çын.
    - Анăçсăр кун пулчĕ паян!— ăнлантарма пуçларё Якрав.— Пысăк хĕнпе çитрĕм кунта, акă халĕ пăх та кур: «Вăрлăхсем» магазин хупă, базăра пуçлăх çук...Манăн вăрлăхсене куç хÿрипе те пулин курас килетчĕ, вĕсене хамăр шкул валли мĕнле майпа туянмалли çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ.
    - Сана мĕнле вăрлăхсем интереслентереççĕ?
    - Могар, ревень, рапс...— Якрав портфельне аллипе çапса кăтартрĕ.— Кунта нумайăшне çырса илнĕ. Вĕсене пирĕн колхоз нихăçан та акса туман. Эпир вара кăштах та пулин шкул участокне акса пăхасшăн, ну, пĕр-ик ывăç.
    - Ку та сахал мар,— арçын, йăл кулса, Якрава аллинчен тытрĕ. Атя кайрăмăр.
    - Аçта?— аптăраса ÿкрĕ Якрав.
    - Склада. Сана вăрлăхсем кăтартăп.
    - Заведующи мар пуль те эсир?— хавасланса кайрĕ Якрав.
    - Шăп та лăп çавă. Макар Петрович теççĕ мана. Сана мĕнле чĕнмелле?
    - Якимов Якрав, «Мир» колхозран,— Макар Петровичпа савăнсах юнашар утрĕ ача.— Эпир пурте пекех шкул участокĕнче ĕçлетпĕр. Пирĕн хамăрăн оранжерея, теплица пур. Вьетнам пионерĕсем нумаях пулмасть лагенари вăрлăхĕ ярса пачеç. Теплицăна акрăмăр, чиперех шăтса тухрĕ.
    - Вьетнам хăярĕ-и? Э-э, халлĕхе Чăвашра никам та лагенари акса ÿстерменччĕ-ха. Çăмăл ĕç мар вăл.
    - Эпир çитĕнтеретпĕрех,— шантарса каларĕ Якрав. Çуркунне куçарса лартатпăр та...
    - Мĕнех вара, курăпăр,— Макар Петрович, складăн анлă алăкĕ умĕнче чарăнса, кĕсйинчен уçă çыххи кăларчĕ.— Эсĕ хăш Якимов ачи?
    - Михаил Якимович агронома пĕлетĕр-и? Çавăн ачи.
    - Михаил Якимович тетĕн-и? Ав мĕншĕн палланă сăнлă эсĕ! Апла эпир санпа тăвансем пулатпăр — санăн аслаçу манăн аттен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ пулать. Киле таврăнсан, аçуна манран салам кала.
    Вăрăм та анлă складра çутă, типĕ. Стенасем çинче термометрсем çакăнса тăраççĕ, вăшлаттарса вентилятор-сем çаврăнаççĕ — вĕри пăрăх тăрăх пыракан ăшша хÿтереççĕ. Складра ялан пĕрешкел температура тытса тăраççĕ-мĕн, унсăрăн вăрлăх пăсăлма пултарать.
    - Макар Петрович, вăрлăха ăна шкул валли мĕнле йĕркепе туянмалла-ши?— тулли бункер патне пырса тăрса ыйтрĕ Якрав. - Ку ĕçе тума йывăртарах. Шкулăн укçа пулсан та, эпир сире вăрлăх сутма пултараймастпăр — магазин мар-çке-ха эпир, база. Çапах та, эсир ку тĕлĕшпе çине тăрса вăй хунине шута илсе, эсĕ киле пушă алăпа ан таврăнтăр тесе, эпĕ сана выставка фондĕнчен кăшт пама пул-таратăп. Яла çитсен,— вăрлăхсене пĕчĕк хутаçсене тултарнă май малалла калаçрĕ Макар Петрович,— кусене аçуна е учителе пар, ан тив, сирĕн хăлхи хытăрах председателе те кăтартчăр. Эсир, комсомолецсем, çине тăрăр вара, çĕннишĕн, усăллишĕн тата ытларах кĕрешĕр.
    - Пурне те вырăнтан хускатăпăр, шансах тăрăр, Макар Петрович! Курăр акă,председателе те ÿкĕте кĕртетпĕр.
    - Ну, юрĕ, килĕшсе татăлтăмăр апла, Якрав тăванăм,— ăшшăн кулкаларĕ заведующи.—Сăмах паратăп: хăварăпăр сирĕн валли çĕнĕ вăрлăхсем!