Çӗнӗ ҫул юмахӗ

Васильева Наталья Александровна

Çӗнӗ ҫул юмахӗ

 

Питĕ хытă кĕтсен Юмах килех килет. Анчах вăл шăппăн-шăппăн утать, алăка асăрханса шаккать. Сиссе ĕлкĕрейместĕн тĕк самантрах урăх киле каять. Мĕн тĕлĕнмелли пур: вĕсен йăли çапла.

Пĕр каçхине Юмах Даша пурăнакан пӳлĕм алăкне пырса шаккарĕ, ăна питĕрменнине кура шала кĕчĕ. Çак каç асамлă пулнине хĕр ача ăçтан пĕлтĕр-ха? Вăл лăпкăн çывăрать. Пĕрремĕш класра вĕренекенсен ĕç çав тери нумай, кун каçиччен хĕр ача ывăннă. Ыйхă тĕлĕшпе ун тути йăл кулать. Паян кăнтăрла вăл Хĕл Мучи патне çыру çырнăччĕ. Çыру ун патне çитнĕ пек. Çап-çаврака сăмавар умĕнче чей ĕçсе ларнă май Хĕл Мучи Даша çырăвне вулать пек.

Юмах хĕр ача кравачĕ умĕнче чылай тăчĕ. Даша вăранмарĕ. Кӳреннĕ Юмах пӳлĕмрен тухса утрĕ. Ан кулянăр, аякка кайса ĕлкĕреймерĕ вăл. Ǎна Хĕрт-сурт тĕл пулчĕ. Кил хуралçи вăл, çĕрле те çывăрмасть. Çĕнĕ çул уявĕ умĕнхи каçсенче урамсем тăрăх Юмах çӳренине вăл пĕлет. Вĕсене кĕтмелле, алăк уçса кĕртмелле. Вара хăв та пĕр-пĕр юмах тĕнчине лекме пултаратăн. Хĕрт-сурт тахçантанпах Юмах çĕршывĕнче пулса курма ĕмĕтленет. Çулçӳрев, мыскара тесен вăл каçсах каять.

Эсĕ-çке ку, Юмах! Тăхта-ха, тухса ан кай! Кала-ха, тархасшăн, Юмах çĕршывне чăнах та лекме пулать-и?

Пулать паллах. Унта лекме йывăр мар. Çывăх çыннусем валли хăвăн аллупа асамлă япаласем туалла кăна.

Çапла каларĕ те Юмах çĕрлехи тĕттĕм пӳлĕмре пăсланса çухалчĕ. Темле тинкерсе пăхсан та Хĕрт-сурт ăна урăх курмарĕ.

Çак вăхăтра пӳлĕм алăкĕнчен симĕс Чăрăш: пуçне пĕксе хĕсĕнсе кĕчĕ. Унсăр мĕнле Çĕнĕ çул пултăр? Уйрăмах ачасем юратаççĕ Çĕнĕ çулăн çак хăнине. Кайран вара вĕсем çулталăк тăршшĕпех унăн ырă шăршине, илемлĕ теттисене, симĕс лăсă айĕнче парне тупнине аса илсе пурăнаççĕ.

Ёлка вал – Çĕнĕ çул илемĕ, хăех тем пысăкăш парне. Симĕс Чăрăш хутлă-хутлă кĕпе аркинчен пĕчĕкçĕ чăрăш туртса кăларчĕ те Хĕрт-сурта тăсса пачĕ, Çак самантра Чăрăш лăссисем хушшинчен такамăн таса мар алли курăнса кайрĕ. Чĕрнисем вăрăм хăйĕн.

Ку манăн! Пар! Хăлхуна касса татăп! кăшкарса ячĕ хайхискер.

Кам эсĕ? – ыйтрĕ унран Хĕрт-сурт.

Сана мĕн ĕç? Ху кам? Мĕн тăватăн кунта? – кăшкăрать такам Чăрăш лăссисем хушшинчен.

Эпĕ – кил сыхлакан. Çĕнĕ çула пуринчен малтан кĕтсе илесшĕн. Тата манăн Çĕнĕ çул юмахĕнче пулса курас килет, – терĕ Хĕрт-сурт хăйĕн ĕмĕтне пытармасăр.

Кирлех пуль! Мĕн кĕтсе тăмалли пур ăна? Хăех килет. Пĕчĕк мар вĕт! Луччĕ эс ав çав шĕвĕрккене вăрат, вара сире хăнана илсе каятăп, – çывăракан Даша енне пӳрнипе тĕллерĕ ёлка ăшĕнчи такам.

Хăнана чĕниччен малтан тухса хăвна кăтарт-ха. Килӳнте тирпейлесен те пăсмасть. Хăнасем валли кучченеç те хатĕрлемелле.

Шутсăр кирлĕ пуль! – текелесе хайхи такам ёлка ăшĕнчен йăшăлтатса тухрĕ те Ашапатман карчăк пулчĕ тăчĕ. Аптрамасть пек хăй. Пуçĕ çинчен илсе пăрахма маннă бигудисем çеç сăнне кулăшла кăтартаççĕ. Анчах ку Ашапатманшăн хăйне хăй тиркемелли сăлтав мар. Хăй илĕртӳллĕ пулни ана пачах та иккĕлентермест. – Кучченеç пирки ним кулянмалли те çук. Акă çак вĕттине илсе каятпăр та – хуть пĕçерсе, хуть ăшаласа пама пултаратăп. Çи те çи.

Куна илтсен Хĕрт-сурт тарăхсах кайрĕ. Анчах та Ашапатман çакна те курмарĕ, те курасшăн пулмарĕ. Вăл калаçрĕ те калаçрĕ. Унăн килĕнче çӳпĕлекен çук иккен, çавăнпа яланах таса та тирпейлĕ-мĕн. Ашапатман темиçе çул каяллах Хĕл Мучипе вăрçăнса кайнине пĕлтерсен Хĕрт-сурт ăна хĕрхенсех кайрĕ. Авă мĕншĕн ăна уявран пĕрмаях хăваласа яраççĕ иккен. Тен, вăл хăйĕн айăпне ăнланса илнĕ те тӳрленнĕ?..

Ашапатман сăмахне Чăрăш çинчи тĕрлĕ тĕслĕ сăнчăр тăрăх шуса аннă чĕрĕп татрĕ. (Ку сăнчăр илемлĕ çеç мар, усăллă та иккен. Кăмăлу пулсан сана та çак сăнчăра çыхма вĕрентĕп. Ку питĕ ансат ĕç. Ним йывăрри те çук. Юлташусемпе пĕрле тусан лайăхрах: ĕç хăвăртрах каять, сăнчăр та вăрăмрах пулать. Тытăнса пăхар-и?)

Салам. Паллашар-и? Эп Йĕплĕ Якур ятла.

Мана Хĕрт-сурт теççĕ. Çак хваттерте пурăнатăп.

Эпĕ вара – Юр пике, – намăса пĕлмесĕр суйрĕ Ашапатман. Кама улталасшăн-ши? Ун сăмахне, паллах, никам та ĕненмерĕ.

Эсĕ питĕ кулăшла тата ватă курăнатăн, ик çĕр çула çитнĕ пекех, – терĕ ăна Йĕплĕ Якур.

Ик çĕр çулта тенĕшĕн кирек мĕнле хĕрарăм та кӳренĕччĕ. Ашапатман вара кулянма та шутламарĕ, хăйне ăшă сăмах каланăн хихиклетсе илчĕ кăна. Кулăшла курăнни сăнсăр курăнни мар вĕт. Тăват çĕр çирĕм çула çитнĕскерне ик çĕр çултипе танлаштараççĕ пулсан илемне çухатман-ха апла вăл. Чее Ашапатман суйине тăрă шыв çине кăларасса кĕтсе тăрас çук-ха. Унăн паянхи тĕллевĕсем пачах урăхла. Хайхискер пӳлĕмрен шăппăн-шăппăн тухса шăвăнчĕ.

Тупăннă кунта! – кăшкăрса ăсатрĕ ăна Йĕплĕ Якур.

Эсĕ ăна хисеплемесĕр калаçрăн, апла юрамасть, – асăрхаттарчĕ Хĕрт–сурт.

Хăйне пĕл-ха... Мĕншĕн çапла хăтланать вăл? – вĕчĕрхенчĕ чĕрĕп.

Юрĕ-çке. Хăв çинчен каласа пар. Кунта мĕнле лекрĕн?

Çăмăллăнах. Юмахран килтĕм. Çăмлă Çимунпа çакăнта тĕл пулма калаçса татăлнă эпир. Çăмлă тус çитеймерĕ-и-ха?

Кам?

Куян, ара. Шап-шурă кĕрĕклĕскер, вăрăм хăлхаллăскер. Çиччас кăтартап вăл мĕнлине. (Йĕплĕ Якур хутран куян кĕлеткине туса кăтартать. Атя эпир те туса пăхатпăр.) Эпир Юр пике патне хăнана кайма пуçтарăннăччĕ. Ǎна парнесене вырнаçтарса хума пулăшăпăр, унтан Хĕл Мучи килессе кĕтĕпĕр. Паян ирхине вăл ман пата йыхрав хучĕ янă, – мухтанчĕ Йĕплĕ Якур. Вăл йыхрав хутне вуласа та пĕтереймерĕ, пӳлĕме куян пашкаса çитсе кĕчĕ, алăкранах хаваслăн кăшкăрса ячĕ:

Салам! Салам! Курманни нумай пулать! Тавтапуç кĕтсе тăнăшăн. Юр пике мана та хăнана чĕннĕ. Ах, хитре–çке Юр пике, сăнĕ-пуçĕ кишĕр пек! – аллинчи кишĕр юлашкине качăртаттарса кăшланă май хăлаçланчĕ Çăмлă Çимун.

Мĕн терĕн çак эс? – тĕлĕнсех кайрĕ чĕрĕп.

Йĕплĕ пуç! Кишĕрпе танлаштарни чи хитрине пĕлтерет. Сăмах май каласан, пирĕн кайма вăхăт.

Тен, эсă те пирĕнпе пыратăн? – йыхравларĕ кил хуралçине Йĕплĕ Якур.

Тавтапуç чĕннĕшĕн. Манăн кунта юлмалла. Сасартăк Даша вăранĕ те, эпĕ вара кил те çук. Çак Чăрăш ун пӳлĕмне епле килсе лекнине ăна кам каласа парĕ? – сăпайлăн тавăрчĕ Хĕрт–сурт.

Куянпа чĕрĕп тухса кайсан Хĕрт-сурта тунсăх пусса илчĕ. Çĕнĕ çул юмахне çав тери çитсе курас килетчĕ унăн. Хайхискер Дашăна вăратса Юр пике патне унпа пĕрле кайма тĕв турĕ.

Ашапатман çак вăхăтра Юр пике килĕнче хуçаланчĕ. Мĕнле майпа пӳрте кĕме пултарнă вăл – паллă мар, анчах унта чăн–чăн хуçа пек çӳрерĕ. Юлашки хут курнăранпа вăл палăрмаллах улшăннă. Çӳçне тирпейлесен, сăрлансан хĕрарăм чиперленетех çав. Çывăхри шурлăхра пурăнакан Кикимора тухатлани те пулăшнă пулас çамрăкрах курăнма. Ашапатман миçерине куçпа пăхса пĕлме те çук. Миçе çул та пулас килет, çав çулти пек курăнма пултарать вăл. Такамăн пуçне те ним мар çавăрса ярать.

Çавăн пек самантсенче Ашапатманăн тĕссĕр куçĕ тĕпсĕр кӳлĕ пек курăнать, сăнĕ йăвашланать. Тахçан авал Хĕл Мучи те ăна килĕштернĕ теççĕ. Кайран иккĕшĕ тем пирки хирĕçсе кайнă. Кинеми хăй çамрăк чух кама та пулин кăмăлланă-ши – куна никам та пĕлмест. Ашапатман сăмаварпа аппаланнă, хăйĕнпе хăех калаçнă:

Çичĕ курăкпа вăр-вар эп вĕретрĕм сăмавар. Хĕл Мучи ĕçсе парсан хăвăрт кайĕ çывăрса. Эп ун чух асамласа ăна ярăп çавăрса. Ма курмасть-ши хыт чĕре: эп те пур вĕт тĕнчере.

Çак самантра алăка такам шаккарĕ. Ашапатман тĕкĕр патне чупса пычĕ, кĕрĕк аркине турткаларĕ, çӳçне якатрĕ, унтан алăка пырса уçрĕ. Пӳлĕме Çăмлă Çимунпа Йĕплĕ Якур кĕрсе тăчĕç. Ашапатман кĕтмен хăнасене курсан янăрашма, шăпăрпа сулкалашма пуçларĕ:

Камсем эсир? Сире кĕтмен эп хăнана.

Ĕнер эпир йыхрав хучĕ илнĕччĕ.

Ашапатман хăй шухăшламасăр калаçнине тавçăрса илчĕ те сассине çемçетрĕ:

Иртĕр, хаклă хăнасем! Ыйхă тĕлĕшпе вырăнсăр сăмах персе ятăм, – терĕ те кăмака хыçне кайса пытанчĕ. Хăнасем ăна кĕтсе ывăнĕç те, тен, хăйсемех тухса кайĕç. Куянпа чĕрĕп вара хăйсене мĕншĕн çапла кĕтсе илнине ниепле те ăнланаймарĕç.

Ытла та тĕлĕнмелле пулса тухрĕ мар-и?

Эсĕ те çапла шухăшлатăн-и? Пирĕн вăрманта хăнасене çапла йышăннине аставатăн-и эс, Йĕплĕ Якур?

Хăнасем сĕтел çинчи икĕ куркара чей пăсланса ларнине асăрхарĕç. Ашапатман вĕсене Хĕл Мучипе Юр пике валли тултарса лартнăччĕ-ха. Куянпа чĕрĕп хăйсем валли хатĕрленĕ тесе шутларĕç. Чей ĕçнĕ хыççăн иккĕшĕ те шăм-шак йывăрланнине туйса илчĕç.

Ах, тутлă та чейĕ. Унран вăрманти чечексен шăрши кĕрет, тĕсĕпе хĕрлĕ хĕвеле аса илтерет...

Мĕн ярса вĕретнĕ – пĕлме çук, çывăрас килет – чăтма та çук.

Манăн та куç хупăнсах анать...

Ашапатман кăмака хыçĕнчен пуçне кăларса пăхре те хăнасем çывăрса кайнине курчĕ. Вĕсене часрах вăратса пӳртрен кăларса ямалла, мĕншĕн тесен кĕç-вĕç Хĕл Мучи килсе çитме пултарать. Ыйха путнă хăнасене Ашапатман тĕртсе, çыртса, чĕпĕтсе пăхать – лешсем вырăнтан та тапранмаççĕ. Сăмаварта пĕр тумлам чей те юлман. Ашапатман мĕн шутласа хуни веç харама каять! Эх! Мĕн тăвас? Тен, тухса тарас? Ашапатман унталла та кунталла кускалать.

Мĕн тăвас? Мĕн тăвас? Хĕл Мучи çиллес пулас, ăçта тарса хăтăлас? Мучи хирĕç пуласран хăш çулпа тарсан аван?

Ку пĕтĕмпех юмахра пулса иртнĕ. Даша пӳлĕмĕнче вара çап–çутах пулнă. Хĕрт-сурт хĕр ачана Çĕнĕ çул юмахĕ каласа панă. Пуçламăшне – Йĕплĕ Якурпа тата Çăмлă Çимунпа мĕн пулса иртнине вăл, паллах, пĕлме пултарайман.

Юмаха мĕнле çитĕпĕр-ха эпир? – канăçсăрланнă Даша.

Пире юмахри пĕр-пĕр герой пулăшĕ, тен, çак Чăрăш, – шанăçлăн каланă Хĕрт-сурт.

Сире пăшăрхантарма тивет: эпĕ çурма асамлă йывăç кăна. Сирĕн хваттере çеç юмахри пек кĕрсе тăтăм, ытти енчен илсен эп ахаль чăрăш çеç. Туратăмсем çине илемлĕ теттесем: тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, сăнчăрсем, хунарсем, чĕр чунсен кĕлеткисем, пĕчĕкçĕ çуртсем çакса тултарсан çеç мана асамлăх кĕрет. Лăсăсем тăрăх ылтăн та кĕмĕл пайăрка выляса тăрсан, Хĕл Мучи килсе ман çинчи хунарсене çутсан вара уяв пуçланать, – тенĕ Чăрăш ассăн сывласа илсе.

Эпир сана хамăр та тĕрлĕ-тĕрлĕ теттесемпе илемлетме пултаратпăр вĕт-ха! – савăнса кăшкăрса яна Хĕрт-сурт.

Кĕçех ёлка çинче теттесем курăнса кайнă.

Халĕ ĕнтĕ хамра асамлă вăй вылянине туятăп, – тенĕ Чăрăш.

Апла тăк Юр пике патне кайма пултаратпăр! – савăнса кайнă Даша.

Çак самантра пӳлĕмре шурă-шурă лĕпĕшсем пек юр пĕрчисем вĕçме пуçлаççĕ. Пӳлĕм варринчи Чăрăш йăлтăртатса çаврăнать.

Дашăпа Хĕрт-сурт ракета çине ларнă пек вирхĕнсе асамлă юмах çĕршывне вĕçсе каяççĕ. Вĕсем хĕллехи вăрман тăрăх вĕçеççĕ. Тӳпери çăлтăрсем çав тери çывăхра курăнаççĕ: алă тăссах ывăçласа илме май пур тейĕн. Шултрарах юр пĕрчисем çăлтăрсем пекех. Вĕсем ӳкеççĕ те ӳкеççĕ. Юмахри пек! Çакăн пек илемлĕ самантсемшĕнех юмаха лекес килет.

Çакăн пек илеме хăçан та пулсан курнă-и эсĕ? Паллах, курнă.

Юмахсен асамлă çĕршывĕн алăкĕ умĕнче Чăрăш чарăнса тăчĕ. Ǎна хураллакан Юр кĕлетке йыхрав билечĕ – шур хутран касса кăларнă юр пĕрчи – памасан алăка уçмасть. Хĕрт–сурт хăйне валли тата симĕс Чăрăш валли юр пĕрчи касса кăларчĕ, Даша та хăйне валли хăех йыхрав билечĕ ăсталарĕ. Вăт çапла.

Чăрăш малалла вĕçтерчĕ те Юр пике алăкĕ умне çитсе чарăнчĕ. Çак вăхăтра çурçĕр енчен килекен Хĕл Мучи çуни курăнса кайрĕ. Çуна çинче Хĕл Мучипе Юр пике тата икĕ гном лараççĕ. Вĕсем пурте ёлкăна васкаççĕ.

Çунапа Чăрăш крыльца умне çитсе тăчĕç. Хĕл Мучи çăраççи туртса кăларчĕ, анчах алăк уçах иккен. Йĕплĕ Якурпа Çăмлă Çимун сĕтел хушшинчех ыйха тăсаççĕ. Юр пикепе Хĕрт–сурт вĕсене вăратма тăрăшса пăхрĕç – кăлăхах. Вара Хĕл Мучи асамлă сехет тукмакне хускатса ячĕ те, пĕчĕк алăкран пуçне кăларнă куккук авăтса çывăракан хăнасене вăратрĕ. Тĕлĕнмелле: чĕрĕппе куян нимĕн те астумаççĕ. Пурте хаваслăн шавласа уява хатĕрленме пуçларĕç. Унччен темиçе сехет çеç юлнă.

Хĕл Мучи чӳрече умне тăнă та кантăк çинчи сивĕ эрешсемпе киленет. Хальхинче вăл Çĕнĕ çул уявне Ашапатмана та чĕнме шутларĕ. Мĕн çак таранччен çилленсе пурăнмалли пур. Кинемийĕ вăл хаваслăскер, мĕн чухлĕ юрă пĕлет. Кĕтесе кĕрсе хĕсĕнмест, юпа пек хытса тăмасть. Хăй савăнать, ыттисене те савăнтарать. Уявра ун пеккисем питĕ кирлĕ.

Ашапатман паян тунă мыскарасем çинчен Хĕл Мучи нимĕн те пĕлмест-ха. Каласа та памăпăр. Кăçал ун çине çилĕ тытса çӳрекен çук. Ыттисемпе пĕрле савăнтăрах Ашапатман!

Дашапа Хĕрт-сурта тата ыттисене Çĕнĕ çул юмахĕнче хăварса сăмаха вĕçлĕпĕр. Унта çитме йывăр мар. Халĕ эсĕ те çулне пĕлетĕн. Асамлăха хăвăн аллусемпе ту. Çак кĕнеке геройĕсем сана нумай вĕрентрĕç. Дашăпа Хĕрт-сурт хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарчĕç. Пĕлсех тăратăп: тăрăшсан санăн та пулатех.