Музыкант

Кадкин Лев Кириллович

Пĕчĕк шăрчăкăн ытла
Пысăк тунсăхĕ. Шутла:
Ахальтен-им çĕрĕпе
Йăпанать вăл кĕвĕпе?
Сюртукне уртса ярать,
Сĕрме купăс кăларать.
Сĕркĕчне сĕре-сĕре
Те юрлать вăл, те йĕрет…