Мулкач курăк çиме вěренчě

Зотова Галина Вячеславовна

Таçхан авал мулкач хальхи пек курăкпа мар, аш-пăшпа апатланнă тет, кунěн-çěрěн шăшисем сыхланă, кайăк-кěшěке, хур-кăвакала хăваланă. Пурăна киле шăшисем сайралансах çитнě, ватăларахпа кайăк-кěшěк тытма та йывăрланнă. Çаран çинче пěртенпěр шăши тăрса голать, вăл та пулин вăрмана кěрсе тарать. Мулкач, шăшие хăвалаканскер, вăрманах çитсе кěрет (ку таранччен мул-качсен килě уйрах пулнă, вăрмана кěрсе курман). Хăра-хăрах вăрмана кěрет хайхискер. Пăх та кур, шăши пěр пěчěк йывăç тăррине улăхнă. Çÿлтен мулкач çине кулса пăхса ларать: «Тытаятăн-и мана, тытаймастăн-и? Улăхаятăн-и, улăхаймастăн-и?» Апла та капла та хăпарасшăн тапаçланать куян тус, йывăç çине улăхаймасть. Йьюăçа кăшласа ÿкерме шутларě. Перре çыртса пăхрě, те-пре кăчăртаттарчě, хайхискерне килěштерсех пăрахрě.

- Еплерех тутлă иккен йывăç туратти, мěнле сěтеклě. Кăшланăçемěн куянăн хьфăмě тăрансах ларчě, шăши çинчен пачах манчě. Шăшийě, меллě самантпа усă курса, айккинелле пăрăнса çухалчě.

Шăпах çавăнтанпа килěштереççě те куянсем йывăç курăка. Пурăнасса та халě ытларах вăрманта пурăнаççě.