Мухтанчăк

Сарине Лидия Михайловна

Сĕтел çинче çӳхе кĕленче савăт ларать, унпа юнашарах – пысăк куçлăх. Эрешлесе илемлетнĕ савăт куçлăх çине йĕрĕнсе пăхрĕ-пахрĕ те:

– Кай, мĕн тери сăнсăр эсĕ! Манпа танлаштарсан, ним илемĕ те çук санăн, – тесе хучĕ.

– Мĕн тума кирлĕ мана илем? – тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ куçлăх. – Эпĕ – усăллă.

– Хитре пулмасан, санран мĕн усси? Кур-ха, епле черченкĕ эпĕ! Пăхсан – сăн курăнать... Кил хуçи хĕрарăмĕ мана ялан курăнмалли вырăна, хăнасем умне, лартать. Ман çине пурте юратса пăхаççĕ!

Кăна илтсен, куçлăх кӳренчĕ, кăмăлсăрланса, туртине тепĕр май çавăрчĕ.

– Ах! Эп мĕн тери чипер! Ах! – çаплах ниçта кайса кĕрейми мухтанса саркаланчĕ кĕленче савăт. – Эпĕ чи чапли! Эпĕ чи илемли! Эпĕ чи...

Чăнкк! турĕ çав вăхăтра сасартăк темскер. Сасса илтсе, куçлăх вăртах çаврăнса пăхрĕ те акă мĕн курчĕ: лешĕ шăп варринчен çурăлçа кайнă та икĕ пая пайланнă иккен. Хăй шăпланнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ те асăрхарĕ çакна.

– Ах, инкек! Ах, инкек! – хыпăнса ӳкрĕ вăл. Унтан сĕтел патне хыпаланса пычĕ те куçлăхне илсе тăхăнчĕ, çĕмрĕк савăта çилĕмпе çыпăçтарма пикенчĕ. Вара илемсĕрленсе юлнăскере тĕттĕм шкапа шăкăрт кĕртсе лартрĕ.