Ăмсанатăп пиччене

Сарине Лидия Михайловна

Шурă пĕлĕт çумĕнчен

Самолёт вĕçсе иртет.

Эп тăратăп темĕнччен –

Пиччене курас килет!

 

Эп ăна курас тесе

Ир тăратăп яланах.

Шурă тутăр вĕçтерсе

Ак ăсатрăм паян та.

 

Самолёт çўлте вĕçет,

Сар хĕвел епле çиçет!

Тинкеретĕп тўпене,

Ăмсанатăп пиччене!