Маттур автан Петик

Алексеев Осип Алексеевич

Картиш тулли тĕрлĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк пулсан та автансăр кил-çурт пушă, кичем. Мĕн каламалли пур, енчен те вăл килкартинче сакăр-тăхăр чăпар чăх тавра кăлтăртатса çуресен е çатан çине хăпарса ăсан хыççăн, вĕçсе каяс пек, çунаттисене çатлаттарса пĕтĕм ял илтмелле авăтсан − мĕн тери илем. Хам астăвасса нихăш çул та тăхăр чăхран кая усраман. Хăшĕсем автана ытлашши пыр тесен те чăхсене куккареккуксăр пурăнтарман, унсăр тунсăхлаттарман. Автан пулсан чăхсем те хаваслă уткалаççĕ, çăмартисене те шултра тăваççĕ.

Çак тарана çитиччен усранă кашни автан миçе çул пурăннине, унăн йывăрăшне тата вăл мĕн тĕслĕ пулнине хăрăм пек хура çĕрле çывăрнă чух вăратсан та куçа хупса каласа пама пултаратăп. Пĕр автанне вара нихăçан та манас çук. Мăнкăмăллăн, пуçне каçăртса утнă чухне вăл хам ăсталанă пуканран çуллĕччĕ. Тĕкĕ асамат кĕпере пек йăлтăртататчĕ, уйрăмах лаштра та пăч çаврака хўри вун-вун тĕспе çуталатчĕ. Пăрçа йăви пек хулан, йĕплĕ-йĕплĕ, кăтрашкаллă хĕрлĕ киккирикне вĕлтĕр-вĕлтĕр тĕк хуплатчĕ, икĕ пысăк пўремеч пек аялти киккирикĕсем пĕсехине çити усăнатчĕç Урисем вăрăм та вăйлăччĕ. Пĕрре тапса ярса çунаттисемпе хăлаçлансан хăй вунă кĕренкене çити тайсан та аслăк тăррине вăшт çеç хăпарса каятчĕ. Çур çĕр иртнине сехет пек тĕп-тĕрĕс пĕлтеретчĕ, ирхине кўршĕсенчен çывăрттарса хăвармастчĕ. Пускилсен автанĕсем пурте унпа тĕл пуласран хăраса, пăрăнса çўретчĕç «арăмĕсене» пăрахсах çатан карта хыçне пытанатчĕç. Леш касри Пĕчĕк Хĕлип Микулайĕн кĕçен ачин мăнукĕн Мĕкĕтен автанĕ çеç ман Петике хирĕç тăрса пăхнăччĕ. Кўршĕри Унтри арăмĕ Маюк каланă тăрăх, вăл хăйĕн автанĕ Петикрен ан хăратăр тесе ăна чăххисенчен уйрăм апат çитернĕ.

Пĕр ирхине манăн автан, малтанхи кун тулă кĕлти турттаракан лавсенчен урам варрине тăкăнса юлнă пĕрчĕсене каçченех пуçтарнăран-ши, кашта çинче çывăрса юлнă. Акă вăл çунаттисемпе яланхилле çат-çат! çапса картаран чупса тухрĕ те килкарти кунталла сăнарĕ, чăххисем курăнмаççе. Вăл хапха алăкĕ айĕнчен урама тухма васкарĕ, анчах та чăххисене унта та тĕл пулмарĕ. Хурт-кăпшанкă шыраса чакаланакан чăхсене курас тесе çырма хĕррине çул тытрĕ. Анчах кунта та унăн ĕçĕ ăнмарĕ. Шырани кăлăхах улчĕ.

Петик пуçланă ĕçе ăнăçлă вĕçлес тесе Леш каса çитме шутларĕ. Кунта Мĕкĕте автанӗ чăххисем умĕнче «Ман пекки ялта урăх çук», − тенĕн пуçне каçăртса сарăлса çўрет, ют автана курсан: «Эсĕ кунта мĕн шыраса çўретĕн, ман чăхсене астарасшăн-и-ха», − тесе тўрех ун çине сиксе ўкрĕ, ăна хăлхинчен сăхрĕ. Петик: «Апла ан чăрсăрлан, эпĕ хамăн кăтиксене шыратăп, урăххисем мана кирлĕ мар», − тенĕн пăрăнса утма тăчĕ. Тăван килĕ çывăхĕнче пулнăран тата чăххисем умĕнче паттăрлăхне кăтартасшăн хастарланнă куккарекук чĕнмен хăнана вăрăм сăмсипе киккирикрен тепре сăхрĕ. Лешĕ виçерен тухса пуçтахланнине кура ырă кăмăлпа çурекен Петикен те тарăхăвĕ капланса çитрĕ, вара вăл кĕске те çирĕп сăмсипе хăйне тапăнакана киккирикĕнчен юн пĕрĕхмелле паклаттарчĕ. Кил хуçине çакă килĕшмерĕ: мĕнле хăю çитерчĕ-ха пуçтах автан ăна хирĕç тăма? Вăл кĕвĕçпе хаярлăхне кăтартма шутларĕ: чĕнмен хăнана хирĕç сике-сике çуйхашрĕ, ăна урипе тапа-тапа киккириккинчен вăрăм сăмсипе тивертрĕ.

Петик те ют чăхсем умĕнче намăса юласшăн пулмарĕ, хăйне кўрентерекенпе çапăçма пуçларĕ, пуçĕнчен вирлĕн парса илчĕ. Акă икĕ автанĕте пĕр-пĕрне хирĕç тăрса, шăрт-тĕке çĕклесе сике-сике пĕр-пĕрне урисемпе, сăмсисемпе тўк-тўккеме пуçларĕç. Пĕр самантрах вĕсен тĕк-мамăкĕ сывлăша çĕкленчĕ. Айккинче пăхса тăракан чăхсемшĕн çапăçакан автансен вăйĕ пĕр пекрех курăнсан та Петик хăйĕн тăшманĕнчен çўлерех сикет, вирлĕрех лектерет. Вăл кашни сăхмассерен малтан тапăннă автанăн киккириккинчен юн пĕрĕхтерет. Мĕкĕте автанĕ тем пек чăрсăрлансан та нимĕн те тăваймарĕ, юн сăрхăнакан пуçне аялалла чиксе хăйне хĕрхенсе пăхакан чăхсен умĕнчен вăтанса чупса иртрĕ пахча алăкĕ айĕнчен килкартине вирхĕнсе кĕрсе лупас айне пытанчĕ. Петик хăй çĕнтернипе мухтанса, çапăçнă чух тухса ўкнĕ тĕкĕсем çине пăхмасăрах пуçне каçăртса, мăнкăмăллăн килнелле уттарчĕ Вăл вăйлине ыттисем те курччăр-пĕлччĕр тенĕн тăра-тăра кăвакăн-симĕсĕн, хĕрлĕн-саррăн çуталакан çуначĕсене çатлаттара-çатлаттара авăта-авăта илчĕ. Хулăн сасси тавралăха саланса яла илем кўчĕ Петик урам леш енчи çырма хĕрринче ятарласа кĕл тăкакан канавра мунча кĕрекен чăхсене курсан, савăнса кайрĕ, вĕсем патне тап-тап! чупса пычĕ.