Мартра

Галкин Александр Алексеевич
Ҫӳлӗрех те çӳлӗрех
Кармашать хӗвел мартра.
Пӑт та пат ӳкет çӗре
Пӳрт çинчен тумла вара.

Пухӑнать пусма вӗçне
Чӑх ӗçмелӗх шыв хуллен.
Уртӑнать сарай хӗрне
Кишӗр евӗр пӑр куллен.