Марине

Галкин Александр Алексеевич
Пысӑк хуйхӑ Маринен:
Пукани сывмар иккен!
Вырӑнпах выртать – чӗнмест,
Ҫитерсессӗн те – çимест.

Йӑпатать пуканине
Марине çине-çинех;
– Чӑт пепкеçӗм, тӳс кӑштах,
Тухтӑр килмелле часах!