Малалла мĕн пулǎ-ши?

Васильева Наталья Александровна

Хĕрлĕ сарă сăрă хайĕн калавне вĕçлерĕ. «Паянлă-ха çитет», - терĕ вăл. Унпа килĕшмех тивет.

Хĕрлĕ сарă сăрă чĕннĕ хăнасем хулана килсе курни, ун хыççăн мĕн пулса иртни çинчен каярахпа каласа пама шантарчĕ. Ырăпа вĕçленекен юмахсене итлеме эпĕ çав тери юрататăп, çавăнпа та ĕç мĕнпе пĕтнине пĕлме Хĕрлĕ сарă сăрă патне кĕрсе тухатăпах. Сивĕ тата ăшă сăрăсем мĕншĕн пĕр-пĕринчен уйрăм пурăннине эпĕ ăнлантăм пек туйăнать. Эсĕ тавçăрса илтĕн-и?

Сыв пул, ман пĕчĕкçĕ ÿнерçĕ.

Каяççĕ сăрăсем канма.

Ан тунсăхла. Вĕсем килеççĕ

Çитсессĕн вăхăт таврăнма.

Ун чух каллех çула тухатпăр

Юмах тĕнчи-патшалăхне.

Кĕтсе маттур ачасене

Асамлă Асамат хулийĕ

Каллех яр уçĕ алăкне.