Ӗмӗтсем пысӑк

Ялгир Петр Алексеевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

Тăван çĕршыв

Тимĕр лаççинче

Çур çитрĕ

Кӳлĕ хĕрринче

Ĕмĕт пысăк

Тавтапуç

Пахчара

Капăр çитса

Тракторист

Çавалта

Ӳкерчĕк

Йĕлтĕрпе

Сăнӳкерчĕкпе калаçни

Телефон

Йышăнсам çĕршыв

Вак-тĕвек

 

Тăван çĕршыв

 

Урамра çилпе пӳплеççĕ

Ешĕл тумлă йăмрасем.

Кайăксем чуна çĕклеççĕ,

Янратаççĕ юрăсем.

Ку вăл – ман Тăван çĕршыв!

Çил вĕрет те кассăн-кассăн,

Тырă-пулă хумханать.

Кунĕпех вăрман мăнаçлăн

Пĕлĕтпе тем канашлать.

Ку вăл – ман Тăван çĕршыв!

Улăх тăрăх шăнкăр-шăнкăр

Кĕмĕл шыв иртет юхса.

Сар хĕвел кулать, кун янкăр.

Эп юрлатăп савăнса.

Ку вăл – ман Тăван çĕршыв!

Аякра мăн улăп евĕр

Курăнаççĕ заводсем.

Ĕмĕте çĕклет кĕрлевĕ

Тӳпери самолётсен.

Ку вăл – ман Тăван çĕршыв!