Ĕмĕте çывхартассишĕн

Юхма Михаил Николаевич

    Николаевсен хурăнташĕ, Михаил Громов, яла курма килнĕ. Вăл авиацире ĕçлекен техник.Тем те пĕлме юратаканскер, летчик ĕçне те вĕреннĕ, темиçе хутчен вĕçевре те пулнă ĕнтĕ. − Летчик вăл, ачам, − чăн-чăн сывлăш хуçи, − каласа кăтартать Михаил Громов пĕчĕк Андрияна. − Вĕçсе хăпаратăн та сывлăша ăмăрткайăк пек, кăйкăр пек ярăнатăн... Курнă пулĕ эсĕ яраплансем вĕçкине.
Андриян вĕсене пĕрре кăна мар курнă. Каярахпа вара, Мишша пиччĕшĕ летчикре çуренине пĕлсессĕн, хăйсен ялĕ тĕлĕнчен пĕр-пĕр самолет вĕçсе иртнĕ чухне вăл çÿлелле пăхатчĕ те кăшкăратчĕ:
− Мишша пичче! Мишша пичче, мана та ил-ха! Михаил Громов çаплах сăмахне малалла тăсать:
− Чи паттăр çын кăна летчик пулма пултарать. Летчик пулас тесен, нимрен те хăрамалла мар...
Пĕчĕк Андриян куçĕсем − çунса тухасла. Çиçеççĕ вĕсем. Хĕмпе выляççĕ вĕсем. Вĕсенче − чăрсăрлăх, пуласлăха курни, ĕмĕт çуралса пыни.
Хăна тухса кайсанах Андриян амăшĕ патне чупса пычĕ.
− Анне, эпĕ те ÿссен, Мишша пичче пек, летчик пулатăп! − кăшкăрса ячĕ вăл.
Амăшĕ − Анна Алексеевна − ачине пуçĕнчен ачашларĕ.
− Пулăн, ачам, пулăн. Ÿссен такам та пулăн-ха.. Çапла çуралнă Андриянăн летчик пулас ĕмĕчĕ. Ун чухне вăл пиллĕкреччĕ.
Этем ĕмĕтсĕр пурăнма пултараймасть. Ĕмĕт пурин те пулатъ: пысăккин те, пĕчĕккин те.
Емĕт çуралассине ăна çĕмĕрт-йывăç çеçке çурнипе танлаштарма пулать. Çеçке çурăлма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Хăтлă самант çеç кирлĕ. Акă хĕвел пăхса ярать те, ăшă хăй пехилне тавралăха парать. Вара çĕмĕрт, хăйĕн илемлĕ çеçкине çурса ярса, çут тĕнчене кăтартать.
Халĕ çеçке çурăлчĕ ĕнтĕ. Çимĕçĕ мĕнле пуласси çутçанталăк-саманаран килет.