Ĕмĕт

Галкин Александр Алексеевич
Йӑлтӑр çӑлтӑр – тӳпере,
Ҫӑлтӑр – пирӗн ӗмӗтре.
Вӗçӗпӗр те кайӑпӑр,
Уйӑх урлӑ каçӑпӑр.

Уйӑх урлӑ каçӑпӑр,
Ҫӑлтӑр çине ларӑпӑр:
Хамӑр ӑна тӗпчӗпӗр,
Вӑрттӑнлӑхне пӗлӗпӗр.

Ҫӑлтӑр çулӗ – инçетре,
Ҫӑлтӑр – пирӗн черетре.
Вӗçӗпӗр те кайӑпӑр,
«Ҫӑлтӑр» çитсе çакӑпӑр!