Ĕмĕт

Азамат Светлана Васильевна

Пĕр чиперкке хĕр ача

Сăвă çырма шутланă

Шутланине çырса хурса

Пĕр концертра вуланă:

«Эпĕ Чăваш çĕршывĕнче

Чăваш пулса пурнатăп,

Тăван тавра сывлăшĕпе

Кăкăр туллин сывлатăп.

Эп çуралнă-çуралманах

Анне юрă юрланине,

Атте юмах юптарнине

Куçа чарса тăнланă.

Уткалама пуçласанах

Анне тунă пуканепе,

Атте тунă теттесемпе

Каçса кайсах вылянă.

Путене пек йăпăртатса

Вĕренесчĕ ташлама,

Шăпчăк евĕр, чĕкеç евĕр

Вĕренесчĕ юрлама.

Ӳссен – артист пулатăп,

Шупашкарти театрта

Спектакльсем вылямашкăн

Ĕмĕтленсе пурнатăп».