МӖНШӖН ТУТЛӐ?

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Мĕншĕн тутлă панулми,
Мĕншĕн тутлă çĕр çырли,
Мĕншĕн тутлă хурлăхан?
Хамăр лартса тунăран,
Хĕвел тĕслĕ пулнăран.