Мěншěн шурă упа çурçěрте пурăнать?

Зотова Галина Вячеславовна

Ку ěç ěлěк-авалах, çěр çинче пурнăç пуçланса кайнă чухнех пулса иртнě тет.

Çěр-анне хăй патне мěн пур чěр чунпа вěçен кайăка чěнтерчě тет: кашнинех малашне пурăнма вырăн валеçсе парасшăн.

Чěр чунсемпе паллашма çăлтăрсене, уйăхпа хěвеле те чěнчě тет.

Хěвел пуринчен маларах çитрě тет. Илемлě сараппанпа, чечеклě кăшăлпа, ярăмлă шăрçапа. Хăй пуринчен маларах çитнěрен хěп-хěпěрчěк тет. Йăл та йăл çиçет тет, кул-нăçемěн ăшăнса пырать тет. Мěн чухлě ытларах кулать, çавăн чухлě ытларах ăшăтать тет.

Кăштахран палăртнă вырăнă чěннě чěр-чунсем пухăна пуçларěç пěрин хыççăн тепри, ниепле те час пухăнаймаççě тет.

Каç та пула пуçларě, сулхăнланма тытăнчě, чěннě хăнасем çаплипех пурте пуçтарăнса çитеймеççě. Хěвел çывăхěнче ăшăраххине туйса килекенсем ун çывăхнерех вырнаçма тăрăшрěç тет.

Тěвепе тимěр шапа, хăйсем палăртнă вырăна час çитеймессе туйса, ирех çула тухнă мěн. Çавăнпа та малтисен ретěнче пулчěç, хěвел çывăхнерех вырнаçрěç. Кенгурупа страус та вěсемпе тупăшсах юнашар ларчěç.

Упа-утаман нихăçан та васкаман, ку хутěнче те пăртак аяккарах вырнаçрě, унпа туслă тилěпе кашаман та упа çывăхěнче пулма шутларěç, пакшапа пăши те.

Шурă упа хěвел унăн кěрěкне ěнтсе вараласран хăрарě, аяккарах тарчě. Çурçěр тăмани те çав сăлтавпах айккинелле сикрě, пингвин çăвě ирěлесрен хăрарě, лань арăсланран хăрарě, упăтене слон хăратрě...

Тинех пурте пуçтарăнчěç тет. Çěр патши пухăннă хăнасене пăхса çаврăнчě тет те çапла каласа хучě тет:

- Хаклă тăванăмăрсем! Çак кунран пуçласа çěр çинче кашни ÿсен-тăранăн хăйěн вырăнě, хăйěн килě пулать. Эпě сире кашнинех яланлăх пурăнмалли вырăн хамах валеçсе парасшăнччě, эсир вара хăвăрах йěркеленсе ларнă иккен, хăвăра килěшнě пек.

Çак вăхăтран пуçласа ăшша юратакан чěр чунсемпе кайăксем кăнтăрта - хěвел хытă хěртнě çěрте пурăнма пуçларěç тет. Страус, тимěр шапа, тěве, колибри, кенгуру тата ыттисем хěвел ăшшинче хăйсене питех те лайăх туяççă тет.

Шурă упа, çурçěр тăмани, пингвин тата ытти чěр-чунпа тискер кайăк çурçěрте кун кунлаççě.

Пирěн тăрăхра, хăвăрах пěлетěр, упа кунлать, тилě юртать, мулкач тилěрен тарать.

Кашни хăй юратнă вырăнěнче пурăнать.