Мĕншĕн?

Галкин Александр Алексеевич
Симӗс пуçлӑ,
Симӗс куçлӑ
Пӗчӗк чӑрӑш пӳрт умне
Шӑтлӑ-ларнӑ систермесӗр –
Тухнӑ çутӑ тӗнчене.

Кашни кун, пӗр сиктермесӗр –
Пӗчӗккӗн. Пӗр ӳркенмесӗр
Шыв парать ӑна анне…

Мӗншӗн-мӗншӗн шыв кӑна?
Мӗншӗн сӗт памасть ӑна?