Мĕнлескер вăл интернат?

Афанасьев Алексей Андриянович

    Мĕнлескер вăл интернат?

Телефон юпи юрлать,
Йăнлатать йĕс пăралук.
Пысăк çын пек, çĕн шкула
Вĕренме каять Тимук!

Автобус тĕлне çитсен,
Чарăнчĕ çӳрен лаша.
Амăшĕ пĕр-ик хутчен
Ыталарĕ Тимуша.

Ăсату-çке, ăсату!
Тухатех çав куççулли... Вăхăт, вăхăт, сапăр ту –
Юлатех калаçмалли.

Автобусĕ, çĕнĕскер,
Пĕр хускалчĕ кăшкăртса.
Силленсе юлать кĕпер,
Пыраймасть шывпа юхса...

Таврана пăхать ача:
Куç тулли кĕрхи илем!
Иртейсе юлаç хыçа
Аякри хирсем, ялсем...

Ак хула хĕрри. Вокзал.
Автобус вокзалĕ, тет.
Тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ ял
Туянать кунта билет.

Автобусĕсем нумай,
Пĕринчен пĕри хитре!
Шикленмесĕр лар та кай –
Çитĕн час çитес çĕре!

Хулара çӳрет Тимук,
Ашшĕнчен юлмасть пĕр шит.
Çитмĕл çичĕ пăралук,
Урамсем те çитмĕл çич...

Ак хула хĕрне çитсен,
Йăлăхсассăн çӳреме,
Шурĕ тухрĕ пĕр енчен
Шурă чĕнтĕрлĕ хӳме,

Уçăлать картиш енне
Юмахри пек чул хапха.
Речĕпе хӳме хĕрне
Лартнă лăпсăркка çăка.

Картишне кĕрсен, садра,
Шучĕ çуккă йывăçсен.
Ырă мар-им шăрăхра
Йывăç сулхăнне кĕрсен?..

Вăрăм ĕмĕрлĕ вăрман
Кашласа ларсан ялан,
Сивĕре те çын шăнман,
Шăрăхра та аптраман!

Виçĕ хутлă виçĕ çурт
Çаврака кăртишĕнче.
Пысăк кантăксем çап-çут,
Алăкĕ те темиçе!

Кĕчĕç пысăк алăкран.
Çырнă: «Ваннă», çырнă
«Душ».
Ашшĕнчен аташасран
Шикленсе утатъ Тимуш.

Тепĕр алăк тăррине
Çырнă: «Кастелянская».
Тимахви енчен енне
Пăркалать кăна мăя.

Алăк уçăлчĕ вăштах.
Пӳлĕмĕ – тумланмалли.
Темиçе сентре, кашта,
Япала унта тулли!

Тухтăр пек, шур халатпа
Вăркăшса çӳрет аппа.
Тимуша вăл пĕр çĕклем
Тыттарать япаласем.
Мĕн кăна памарĕ-ши?..
Мăшăр атă, çут пушмак,
Çĕн кĕпе-йĕм, пиçиххи,
Пальтопа кĕске пиншак...

Супăнь, пит шăлли таран
Пачĕç пирĕн Тимуша
Ашшĕ тĕлĕннĕ, куран,
Путнă тарăн шухăша.

Щёткă пур шăл тасатма,
Пачĕç çыхнă мунчала.
– Кайăр, – терĕç, – çăвăнма
Халĕ пирĕн мунчана.

Ваннăйпа душ пӳлĕмне
Кĕртрĕ ашшĕ ывăлне.
Çăвăнать те Йăкăнат,
Ватă чунĕ савăнать.

Çăвăнсассăн, шăлăнсан,
Тасалать ӳтри тусан.
Тĕкĕре пăхса кулан,
Турапа çӳçе туран.

Тухтăр пăхрĕ Тимуша
Пӳрнипе шакка-шакка:
Çыхланман-и чир-нуша
Пĕчĕк, çамрăк шăм-шака?

Çӳллĕшне, йывăрăшне
Виçрĕç акă çарамас.
Тимахви чĕрне вĕçне
Тăнăччĕ те – юрамасть.

Пирĕн пĕчĕк Тимука:
– Ӳсен, – терĕç, – ан васка!
Çырмара ишен пуль-ха,
Кăкăру сан сарлака.

Паттăр, – терĕç лăпкаса. –
Çирĕп пултăр сывлăху.
Çу аллусене таса,
Кирĕк ан куртăр хăлху...

Якалсан, тирпейленсен,
Тухтăрпа канашласан,
Тимуша йĕркипелен
Кĕртрĕç тепĕр алăкран.

Икĕ рет сĕтел-пукан.
Лар чипер. Ан хуç, ан ват.
Аппăшĕ пĕр кантăкран
Антарса парать апат.

Ачасем хăйсем кунта
Хатĕрлеççĕ сĕтелне.
Чăн-чăн повар пек ăста
Тыткалаççĕ хăйсене.

Пăсланатъ умра яшка,
Сап-сар çу урпа пăтти.
Ĕç те çи эс, ан васка.
Чейĕ – пан улми тути.

Кулленех тăван килте
Курнă тĕрлĕ аш-пăша.
Пултăран яшки, серте
Тутлă пекчĕ Тимуша.

Килтинчен те тутлăрах
Пĕçереççĕ-мĕн кусем.
Хырăм тутă чух, паллах,
Кăмăл пулас çук кичем.

Уçă кăмăлпа тăрса
Утрĕç, тухрĕç урама.
Чун юрлатъ. Çи-пуç таса,
Ырă, ирĕк пурăнма!..

Çатма пек тип-тикĕс çул –
Хăш тĕлте шăвать ура.
Виçĕ хутлă çĕнĕ шкул
Çĕкленсе ларать умра.

Пусмисем ун шур чултан,
Хăпараççĕ çӳлелле.
Çав шкулта-мĕн ырантан
Тимахвин вĕренмелле.

Сылтăмра та пысăк çурт –
Тинĕсри шур карапах.
Çав çурта ним мар çил-юр –
Ăшăн, кан, итле юмах...

Çавăнта-мĕн Тимахвин
Малашне пурăнмалла.
Тусĕсем ун – виç çĕр çын,
Тусĕсем ун – çур хула!

Вун ачаллă çемьере
Тăвăр марччĕ Тимука:
Ик çынна пĕр минтере
Пайлаканччĕ мар-и-ха?

Унăн халĕ пурте пур:
Шур минтерĕ, утиял.
Çывăр, ырă тĕлĕк кур,
Вĕренме пуçтар вăй-хал.

Тимуша пурте аван,
Килĕшет пĕрре пăхсах.
Паллашсассăн, вырнаçсан,
Ашшĕнчен уйрăлмаллах.

Ашшĕ савăнăçлă ун,
Ывăлĕшĕн хĕпĕртет:
– Ырă хамăрăн саккун!
Хамăрăн влаçа рехмет!

Вулама, çырма вĕрен,
Шăл çыртса вĕрен ĕçе.
Тар тăкса çĕр ĕçлекен
Çĕрес çук çĕр айĕнче.

Çăмăл утрĕ Йăкăнат
Аллине сула-сула.
Ылтăн çулçă тăкăнать,
Тĕсĕпе витет çула.
Çул çинче тăрать Тимуш,
Каяс пек инçе-инçе.
Уринче ун çĕн калуш,
Çĕн карттус ун пуçĕнче.