Ӗмĕлке

Кадкин Лев Кириллович

Шăллăм-йăмăк мар вăл,
Тус-юлташ та мар. Çыпçăнчĕ тĕк çавă –
Хăпмалла та мар.
Сулахай е сылтăм
Енĕпе утать.
«Кай!» – тесе ал султăм –
Итлемест тата.
Малалла ӳкет-и –
Ирттерсе ямасть,
Хыçалтан сĕнккет-и –
Татăлса юлмасть.
Вăйлă-мĕн «хуралçă»
Хĕвелпе кăна.
Каç пулсан çухалчĕ
Çыпçăнчăк хăна.