Лирика
ТУПМАЛЛИ
Октябрь юрри
Ирхи Атăл
Çуркунне
Тăван уй-хирĕме
Вырмара
Кĕсле купăс
Тŷпери тĕл пулу
Канаш − Шупашкар
Улăх илемĕ
Кĕмĕл сывлăм сирпĕнчĕ
Çыру
Çĕрлехи тинĕс
Январь, 1924
Ялав
Чапай
Сыхлăх юрри
Пирĕн сăвă
Çĕмĕрт куçлă хĕр
Ем-ешĕл çеç вăрман
Çурхи юрату
Куккук
Çеçпĕл Мишшине
Тинĕс сиплевĕ
Купăсçă
Кайăк хур çуначĕ çинче килчĕ
Эпĕ куртăм, пахчара
Май сăвви
Тул çутăлать
Сăвăç каçĕ
Хурлăхан хуралнă пахчара
Юрăçсем
Утма çул
И пĕлĕт те иртет
Сывлăм ÿкнĕ улăхра
Анлă Атăл çийĕнче
Хăтасем
Туй
Хĕллехи каç
Февраль. Тупас чернил, хĕрес пĕр!
Сăпка юрри
Çумăр
Атăл çинчи каç
Юрă
Кŷлĕ çумĕн, хурăн айĕн
Ирхи сывлăм кайăкĕ
Атăл кĕвви
Яназал
Туркмен хĕрĕсене
Кил çуммийĕн, сад çуммийĕн
Тĕлĕк
Тăрă кŷлĕ хĕрринче
Юрă
Симĕс кŷлĕ çийĕн уйăх улăхать, ав
Сарă сăрлă алăк патĕнче
Ăшă сăмах
Амăшĕ хĕнре ăсатрĕ
Амăшĕ
Улма йывăç авăнать
Тăшман ăмсаннă пĕрре мар
Ылхан
Сăвă-юрă
И. Ивник
Тăван уй-хирĕмĕ
Юратрăм эп сана, уй-хирĕм,
Сана саватăп ĕмĕрех.
Эп сан çинчен-çке каçăн-ирĕн
Юрлатăп ирĕк кĕвĕре.
Чечекленет ман савнă ялăм,
Çеçке çурать çавтер хитрен.
Çавна пула ӳсет вăй-халăм
Манра, телейлĕ йĕкĕтре.
Тăван уй-хир, юрла та савăн, −
Хыçа хăвартăн сив хĕле.
Санра паян машина шавĕ,
Санра паян тулли телей.
Кунта иртсе хĕн-хурлă пурнăç
Йӳç эрĕмрен те йӳçĕрех.
Вăл паян кун таптаннă, хăрнă,
Унта илем халь ешĕрет.
Хавас бригада − ялăм-йышăм
Ĕçлет йăрансăр уй-хирте.
Юрлап-ĕçлеп эп те çĕннишĕн,
Эп те çĕннишĕн хĕпĕртеп.
1935.
Ҫĕрлехи тинĕс
Кĕрлевлĕ тинĕс, янравлă тинĕс,
Мĕн пек хăрушă эс çĕрле!
Пушшех хум-шавлă, пушшех сип-симĕс,
Пушшех хаяррăн эс кĕрлен.
Сан çыранна пырса эп тăтăм,
Эп тинкеретĕп сан çине.
Хăть паллă мар сана ман ятăм,
Анчах эп кирлĕ тĕнчене.
Хура кунсем килсе тухсассăн,
Çăлма тивсессĕн çĕршыва,
Сан пек кĕрлетĕр манăн сассăм,
Эп те пулам сан пек хăват.
Нимле тăшман, нимле хура вăй
Çĕнтерес çук нихçан пире.
Татах та селĕм, татах та савăк
Кĕрле, шавла эс вирлĕрех!
1938.