Лĕпĕш

Светлая (Петрова) Елена Владимировна

Хĕвел савса пăхать пур таврана,

Хĕл ыйхинчен тĕнчемӗр вăранать…

Мĕнле илем халь пахчара, уйра,

Мĕнле хаваслăх варкāшать чунра!

 

Çак ырă та илемлĕ çуркунне

Сап-сарă Лӗпĕш килчĕ тĕнчене,

Вăл вĕçрĕ чечекрен чечек çине,

Тутанчĕ пĕтĕм курăк çеçкине,

Çӳрерӗ пахчана илем кӳрсе,

Эй, Турăçăм, тавах сана тесе…

 

Çак ырлăхра кун хыççăн кун иртет…

Хĕвеллĕ Лӗпĕш вĕлкӗшсе çӳрет.

Сасартăк вăл сисет темскер çитменнине,

Хăйне ку пурнӑç йăлăтарнине.

Пĕр каçхине çак Лӗпĕш асăрхать:

Таçта, лере, çурта, йăлтăтатса çунать.

Калать вāл хӑйĕн тантăшĕсене:

− Мĕнле асамлăх! Мĕн тери кĕтрет!

Мана, туссемĕр, çĕн тĕнче кĕтет!

 

Тантăшĕсем ăа ятлаççĕ,

Чунтан ӳкӗтлесе калаççĕ:

− Вăл çуртапа, тархасшăн, ан çыхлан,

Вут-хӗмпеле яланлăх шар куран… −

Анчах та Лӗпĕш итлемест, вĕçет,

Мана чĕнет тет йăтăркка инçет.

Çурта патне çитет вăл çывхарса,

Вĕри хĕлхем илет те çавăрса −

Ярать ик çунатне те çунтарса…

Ак ĕнтӗ Лӗпĕш çĕр çине персе анать,

Çапла хаваслă пурнă татăлать.

 

Кунта, туссем, çакна каламалла:

Сан пурнăçу чип-чиперех пулсан

Ан вӗç эс каялла та малалла,

Пĕрре хă сукмаку çине тухсан

Мĕн-ма сан урăх çул шырамалла?