ЛЕНИН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Юратнӑ Ленин, сан çинчен
Эпир юрлатпӑр чӗререн.
Эс патӑн ырлӑх ҫынсене,
Ҫутатрӑн пӗтӗм тӗнчене.

Юратнӑ Ленин, сан çинчен
Эпир юрлатпӑр чӗререн.
Пире эс чӗнтӗн вӗренме,
Ҫӗн куншӑн паттӑр кӗрешме.

Юратнӑ Ленин, сан çинчен
Эпир юрлатпӑр чӗререн.
Утатӑн эсӗ пирӗнпе,
Пӗрле Совет ачисемпе.

Юратнӑ Ленин, сан çинчен
Эпир юрлатпӑр чӗререн.
Сана манмастпӑр ӗмӗрне, –
Эс пирӗн çутӑ çуркунне.