Çĕлен

Галкин Александр Алексеевич
Кӑлтӑр-кӑлтӑр кустӑрма
Ма кунта выртать-ши, ма?
Хуть парасчӗ выляма –
Хатӗр эпӗр савӑнма.

Тӑхтӑр-ха, эй, çӗрçӑтман!
Пуçӗ пур тем кустӑрман?
Ав, хускалчӗ,
Ав, тапранчӗ, –
Сӑннине тӑсса кӑларчӗ!

Вӑт сана кустӑрма,
Парӗ выляма!