ЛАША

Сарби Раиса Васильевна

Лапара, çул айккинче

Симĕс курăклăх çинче

Ман лашам мана кĕтет,

Чăтăмсăррăн кĕçенет.

 

Сиксе ларăп ун çине,

Ярса тытăп çилхине:

– Хăвăртрах, лашам, вĕçтер!

Кукамай патне çитер!

 

Кукамайăм ман – Ҫинкка

Ман валли мăн карçинкка

Хатĕрленĕ пан улми –

Çийĕп ярăп ним юлми.

 

Кулачсем – кăмакинче.

Пўремеч – сĕтел çинче.

Пулнă кукăлĕ ăнса –

Хăналанăп саванса,

 

Лашана та эп хăналăп,

– Малалла! – тесе çеç калăп:

Килĕп вĕçтерсе калла,

Кучченеç тытса алла.

 

Эп хăналăп туссене,

Кукăльсем сĕне-сĕне.

Пит аван – лаша ман пур,

Вĕçтерсе çўрет маттур!