ЛАША ШЫРАНИ


      Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:
      – Лаша курмарăр-и? – тесе.
      – Çук, курмарăмăр, – тесе калаççĕ тет.
      Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:
      – Лаша курмарăр-и? – тесе.
      – Çук, курмарăмăр, – тесе калаççĕ тет.
      Çапла ялтан яла тек çӳрет тет. Çӳресен-çӳресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:
      – Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çӳренине курман-и? – тесе калать тет.
      – Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.
      – Паянхипе виçĕ кун ĕнтĕ ак, – тесе каларĕ тет.
      – Лашу мĕн тĕслĕччĕ? – тесе каларĕ тет леш çынĕ.
      – Шурă улаччĕ, – тесе каларĕ тет.
      – Çак ху айăнтиех мар-и? – тесе каларĕ тет лешĕ.
      Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:
      – Çакă, çакă, çакă! – тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне.